Тĕлĕнмелле!

31 Кăрлач, 2019

Украин каччи чăвашла калаçма вĕрентет

Кирлĕ тĕк испанла е турккăлла калаçма пултарать вăл. Грузин, эсперанто, акăлчан, нимĕç чĕлхисене те ăса хывнă Артем Федоринчик. Акă чăвашла та çăмăллăнах калаçу пуçарчĕ. «Ют халăх çынни валли чăвашла аван калаçатăп тесе шухăшлатăп», — палăртрĕ çамрăк.

27 Раштав, 2018

Юратнисене кăна ятран чĕнет

6 çул каялла Шупашкарта пурăнакан Наталья Дмитриевăна йывăр чир ураран ÿкернĕ. Хĕрарăмăн инфаркт пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерĕн пенсийĕ хаклă йышши эмелсем туянсах пĕтнĕ. Ывăл-хĕрĕ амăшне пулăшнă-ха, анчах пурнăç тăршшĕпе ĕçлеме хăнăхнăскер хăех йывăр лару-тăруран тухмалли меслет шыраса тупнă — сысна ĕрчетме пуçланă.

Сысна аçи тупма йывăр

13 Раштав, 2018

Поза ун пек лайăх кăтартакан çук

Натурщик ĕçне авалхисенчен пĕри тесе çирĕппĕнех калама пулать. Унччен те, халĕ те ÿнерçĕсем çак енĕпе тăрăшакансене пăхса картина хайлаççĕ. Пĕр-пĕр позăра палăк пек хускалмасăр тăма çăмăл-и? Унашкал çыннăн мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет?

11 Юпа, 2018

Картишре — павлинсемпе фазансем

Зоопаркра çеç сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕке курма май пур тетĕр-и? Йăнăшатăр! Вĕсен илемĕпе киленес тесен Каçал тăрăхĕнчи Асанкассине çул тытмалла çеç. Карсуновсен картишĕнче 100 тĕрлĕ ытла кайăк хÿтлĕх тупнă.

Pages