Тĕн

6 Çурла, 2015

Кирилл Патриарх Чăваш Ене çутă малашлăх пиллерĕ

Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансемшĕн кăçалхи август уйăхĕн пирвайхи кунĕсем ĕмĕр асра юлмалла иртрĕç - Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пулчĕ. Тÿрех палăртса хăварар: ку ахаль çулçÿрев мар.

11 Ака, 2015

Сивĕ сăмах калас вырăнне кĕлĕ вуламалла

Ырă хыпар кунĕнче Тихвин Православи Турă амăшĕн хĕрарăмсен мăнастирне халăх çав тери нумай килнĕ. Чиркÿре малалла иртме те çук, çынсем алăк патĕнчех тăраççĕ. Шупашкарта тĕпленнисем, тĕслĕхрен, 6,5 сехетрех çула тухнă, кĕлĕ пуçланиччен Çĕрпĕве çитнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ пĕр хĕрарăмпа паллашма май килчĕ.

15 Кăрлач, 2015

Кивĕ турaшпа мĕн тумалла?

Аппа Турра ĕненетчĕ. Хăй пурнăçран уйрăлса кайрĕ, иконăсем питĕ нумай юлчĕç. Мĕн тумалла çав турăшсемпе?

Р.ХОРАСКИНА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Кивĕ турăшсене, тĕн календарĕсене /чиркÿрен туяннă пулсан/, юрăхсăра тухнă, кивелнĕ Библи кĕнекисене чиркĕве кайса памалла. Унта вĕсене тĕн йăли-йĕркипе ятарлă кăмакара çунтараççĕ. Сире уншăн çылăх пулас çук, никам та тĕлĕнсе пăхмĕ.

24 Юпа, 2014

Пуйăссем тем чуль чупсан та... ĕненÿ хăватлăрах

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассине пырса кĕрсенех кирек кам та çĕнĕ чиркÿ çине киленсе пăхĕ. Ăна пĕлтĕр кăна çĕклесе лартнă. Çак вырăнта ĕлĕк шкул пулнă. Чылай вăхăт çын алли пырса перĕнмен кĕтес вĕтлĕхе çаврăннине, вăл ял сăн-сăпатне тискерлетнине халĕ ĕненес те килмест.

Pages