Тĕслĕх

6 Чÿк, 2015

Пурте - хамăрăн, е Чун ăшшине пепкене парнелени - телей

Вырăс халăхĕн "Теремок" юмахне чылай ача саспалли паллама пуçличченех илтет. Эсир те, вулакансем, унăн сюжетне астăватăрах. Çĕрпÿре пурăнакан Львовсен ултă ачаллă çемйине 2015 çулта республикăри "Çемье вучахĕ" конкурса хутшăнма сĕнсен вĕсем тÿрех çав юмаха пуçа илнĕ те - хăйсен "Теремокне" хайланă.

2 Юпа, 2015

Маттур пулма хушамат та хистетчĕ

Кĕрхи илемлĕ ăшă кун. Шупашкар районĕнчи Салапайкасси шкулĕн территорийĕнче шăп - пысăк тăхтав умĕнхи шăнкăрав пулман-ха. Пиллĕкмĕшсен - акăлчан чĕлхи урокĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ Светлана Ильина сĕннипе эпĕ класа кĕрсе ларатăп.

26 Авăн, 2015

Ял хуçи

Куславкка районĕнчи Пишенкассинчи Владимир Пименова хисеплесе çапла чĕнеççĕ çынсем. «Пĕчĕккисем те чупса пырсах сывлăх сунаççĕ», - тет вăл. Пĕччен пурăнаканскерне çакă та хăпартлантарать. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Çапах хĕрĕ, мăнукĕсем, мăнукĕн ачи яла пырсах çÿреççĕ.

26 Çурла, 2015

Юмахри пек - тăхăр пăхаттир!

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ лицейĕ - Пĕлÿ çурчĕ - уçăлнăччĕ. Шел, самана улшăнсах тăни ăна нумаях та ĕçлеме памарĕ. Ача-пăча сахаллансах пынине кура лицее тытса тăма май килмерĕ.

3 Пуш, 2015

Вăл - ашшĕ те, амăшĕ те

Хĕрарăм пĕччен темиçе ача ÿстерни çинчен каласа çынна тĕлĕнтерес çук. Кун пек тĕслĕх юнашарах темĕн чухлĕ. Анчах та арçын пĕччен ачисене пăхса пурăнни, паллах - сайра. Темиçе ача пулсан - уйрăмах та.

Pages