Тирпей-илем

6 Пуш, 2018

Федор АЛЕКСЕЕВ: Каяш куписем çинчен пире пĕлтерĕр

2017 çулхи авăн уйăхĕнчен республикăра «Обществăн экологи тĕрĕслевĕ» проекта пурнăçлаççĕ. Ăна Раççей Президенчĕн гранчĕпе ĕçе кĕртеççĕ. «Хыпар» ыйтăвĕсене проект ертÿçи Федор Алексеев хуравлать.
— Ял-хула тавралăхне хÿтĕлеме, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме нумай пĕлмелле. Эсир ертсе пыракан çамрăксем кирлĕ саккунсене тишкереççĕ-и?

13 Нарăс, 2018

Хуласене кăçал та хăтлăпăр

ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата çумĕ Александр Шевлягин тĕп архитектор Правительство çуртĕнче кăçал чи малтан ĕçе кĕртмелли «Хула ăшне хăтласси» проекта пурнăçлас ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕç.

21 Чÿк, 2017

​​​​​​​Сирĕн çурт картишĕнче хăтлă-и?

Чăваш Республикипе Раççей Строительство министерствин килĕшĕвĕ тăрăх - Шупашкарти çуртсен таврашĕнчи территорине тирпей-илем кĕртме кăçал федераци бюджетĕнчен - 140, республика тата тĕп хула хыснасенчен 10,5 тата 11,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Федерацин «Хула хутлăхне хăтлăх кÿресси» проектне пурнăçланă май нумай хваттерлĕ 126 çуртăн 25 картиш территорине тирпей-илем кĕртмелле.

4 Ака, 2017

Экологи çулталăкĕнче тасалса çитесчĕ!

Ирĕк паман вырăнта ăпăр-тапăр пăрахнипе республикăра мĕнле кĕрешесшĕн? Çитес вăхăтра хальхи йышши полигон ăçта тума палăртнă? Çак тата «Хыпарăн» ытти ыйтăвне республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Татьяна Иванова хуравлать.

— Чăваш Енри муниципалитетсен йăлари хытă каяша хумалли миçе полигон?

Pages