тунсăхласах çитетĕп...

20 Çĕртме, 2014

Шалчи тулнă - çавă çеç

Тăватă кун каннăран Мускавран Чăваш Ене таврăнтăм - атте-аннене те пĕр уйăх ытла курман, хĕр тусăмсемпе те тахçантанпах калаçман. Ку кăна та мар, Çимĕкре те ялта пулаймарăм. Килсенех алла «Çамрăксен хаçачĕ» лекрĕ - çывăх çыннăмсем ăна тахçантанпах çырăнса илеççĕ. Эпĕ те çак хаçата вулама кăмăллатăп, Мускавра унсăр тунсăхласах çитетĕп...