Туслăх

23 Çурла, 2014

Сăри кăпăклă, хуçи кăмăллă

Этемĕн çунат çук тетпĕр те, унсăрах тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитме мехел тупать вăл. Ÿссе çитсе çунат сарсан пур ача та килтен вĕçсе тухать. Элĕк районĕнчи Шăлан ялĕнче кун çути курнă Зоя Эриверт та /упăшкин хушамачĕ/ шăпа хăйне инçетри Красноярск крайне илсе çитересси пирки шухăшлама та пултарайман-тăр.

5 Çурла, 2014

Теллинсем - паллă та мухтавлă йăх

Аслă тата Кĕçĕн Пăла шывĕсен хутлăхĕнчи чылай яла 300-400 çул каялла республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç тăрăхĕсенчен, тĕрĕсрех, паянхи Вăрмар тата Куславкка районĕсенчен, çавăн пекех Хусан кĕпĕрнин авалхи Сĕве уесĕнчи саласенчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ.

4 Çурла, 2014

Çĕр-шывшăн кашни халăх - юратнă ача пек

Палтиелне ир-ирех çитрĕмĕр. Ял халăхĕ кĕтÿ хăвалать. Унта та кунта чăвашла, тутарла, ирçелле калаçни илтĕнет.

Ялта пысăк кĕтÿ, унта 130 ытла ĕне. Унсăр пуçне уйрăм çынсем хăвалакан пĕчĕк кĕтÿсем те пур. Çапла вара мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 150 патнех çывхарать /пĕчĕк пăрусене шута илмесĕр/.

Pages