укçа-тенкĕ

25 Çу, 2020

Чăваш автономийĕн 100 çулхине халалласа кĕмĕл укçа кăларнă

 Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май Раççей Банкĕ çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă. 

Унăн пиччĕн енче Раççей гербне, металл пробине, Санкт-Петербругри монета кратишĕн тавар паллине тата хаклă металăн виçине, кăçал кăларнине, «3 тенкĕ» тесе вырăсла кăтартнă.

27 Ака, 2020

Медиксене укçан хавхалантарĕç

COVID-19 вируспа чирленĕ пациентсемпе ĕçлекен медиксене укçан хавхалантарасси пирки Раççей Президенчĕ каланăччĕ ĕнтĕ.

Шупашкарти васкавлă медпулашу больницинче тăрăшакан 26 çын та пуш уйăхĕнче ĕçленĕшĕн кĕçех хушма тÿлеве илĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кун валли 262,6 пин тенкĕ шутласа панă.

25 Пуш, 2020

Пособисемпе тÿлевсем вунă процента яхăнах пысăкланаççĕ

Социаллă ыйтусем тата çураки — Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче çак ыйтусем тĕпре пулчĕç.

Чи малтанах — регион ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене 25-шер пин тенкĕ тÿлесси. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова вăрçă паттăрĕсем çак тÿлеве çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен илессине çирĕплетрĕ.

16 Пуш, 2020

Чăваш Енре уйăхри вăтам шалу виçи 30 пин тенке çывхарнă

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 108,9% танлашнă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ – 100,5% шайĕнче. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çак тата ытти цифрăна экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ.

11 Пуш, 2020

Транспортра аллăн укçа тÿлеттермĕç

Общество транспортĕнче çул çÿревшĕн укçан мар, ЕТК мелĕпе, банк карточкипе, смарфтонпа усă курса тÿлес ыйтупа Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов сăмах илчĕ.

Pages