Ӳсен-тăран

23 Пуш, 2017

Спаржа - çимелли ÿсен-тaран

Спаржăна /аспарагус/ тахçантанпах пĕлетпĕр. Хăшĕ-пĕрин пахчинче çитĕнет те пулĕ вăл. Анчах ăна чылайăшĕ чечек çыххине илемлетмелли турачĕсемшĕн çитĕнтерет. Вĕтĕ-вĕтĕ, чĕлтĕрти туратсем хушсан чечек çыххи пушшех илемленет.

24 Чÿк, 2016

Ӳсен-тaрана тĕрĕс витмелле

Çулсеренех ÿсен-тăрана хĕле хатĕрлемелли пирки калаçатпăр. Пурпĕрех «хăçан, мĕнле, мĕнпе витмелле?» ыйтусем чылай килеççĕ.

Малтанах çакна асăрхаттарса хăвармалла. Пахчара ăçта, мĕнле сортсем ÿснине ятарлă блокнота паллă тумалла. Çакă пахчаçăна хăш сортсем сивве тÿсĕмлĕ, лайăх хĕл каçнине, малашне вĕсене мĕнле пăхмаллине палăртма пулăшĕ. Çакна улма-çырла тĕмĕсемпе çеç мар, пĕр çул ÿсекен ÿсен-тăранпа та йăлана кĕртмелле. Блокнотра вăл е ку пахчаçимĕç тухăçлăхĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ пирки çырса хуни малашне хăвăра килĕшнĕ сорта суйлама пулăшĕ.

2 Чÿк, 2016

ХУРА ПĂРĂÇ ХĂВАТЛĂ

Бронхит, ÿпке шыççи. Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 10-шар чей кашăкĕ хура пăрăçпа калемпĕр вăррине, 1 апат кашăкĕ тăвара хутăштармалла. Вĕри шыв кăштах хушса пăтă пек пуличчен пăтратмалла. Каçхине çак хутăша кăкăр кăшкарне сĕрмелле, ăшă шарфпа чĕркенмелле. Кашни кун сываличченех çапла сипленмелле.

Цистит, шăнса пăсăлни. Типĕ иçĕмрен вăррисене кăларса илмелле те вĕсем вырăнне кашни иçĕм ăшне хура пăрăç пăрçине чикмелле. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах пĕрер-икшер иçĕм çăтмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

27 Юпа, 2016

Хаяр тымарĕ

Вăл сывлăхшăн сиплĕ витаминсемпе, ами­но­йӳçексемпе тре­­­­­онин, лейзин, феланин, триптофан, метионин, эфир çăвĕсемпе пуян. Хаяр тымарĕнче марганец, тимĕр, кали, фосфор, магни тата ытти усăллă япала нумай.

Вăл юна шĕветет, апата лайăх ирĕлтерет, хырăмлăх сĕткенĕн ĕçне лайăхлатать, апатпа наркăмăшлансан пулăшать, иммунитета çирĕплетет.

Pages