Уяв умĕн

11 Çĕртме, 2016

Кашни çыннăн - сăваплă тивĕçĕ

Кĕçех пысăк уяв — Çимĕк — çитет. Ăна кăçал çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ир-ирех çитмĕл çичĕ тĕслĕ курăкпа мунча кĕрсе тасалнă хыççăн ĕлĕкрен ялĕпех çăва çине утнă. Уяв умĕн чи малтан кил-çурта, кайран масара, ун таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пултăмăр. Масарсенчи лару-тăрăва тишкертĕмĕр.

12 Нарăс, 2016

Юратнине пĕлтермелли кун

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ - Çветтуй Валентин кунĕ. Тепĕр майлă ăна Юратакансен кунĕ те теççĕ. Пĕр-пĕрне савакансем çак кун хăйсен туйăмĕсем пирки пĕлтереççĕ е тепĕр хут аса илтереççĕ, чĕре евĕр открытка, çемçе тетте, пылак çимĕç парнелеççĕ. Уявра, паллах, Валентинсемпе Валентинăсене те саламлаççĕ.

22 Кăрлач, 2016

Татьянăсен тата Студентсен кунĕ

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ - Раççей студенчĕсен кунĕ. Теприсем ăна Татьяна кунĕ теççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çав кун тĕне ĕненекенсем çветтуй Татианăна - Римра кун çути курнă хĕре, Христос вĕрентĕвне çирĕп тытса пынăскере, хăйне темле асаплантарсан та унран сивĕнме килĕшменскере - асăнаççĕ. Çак çветтуй студентсен хÿтĕлевçи шутланать.

12 Нарăс, 2015

Валентин кунĕнче качча тухма ыйтнă

Февралĕн 14-мĕшĕнче Китайра хунарсен кунĕ пулсан Болгарире хĕрлĕ эрех тăвакансем хăйсен праçникне паллă тăваççĕ. Раççейре тата ытти чылай çĕршывра вара - Çветтуй Валентин кунĕ. Юратупа романтика, чечек çыххипе шăккалат канфечĕн уявĕ.

Pages