Уяв

29 Авăн, 2016

21-мĕш ĕмĕр вĕрентекенĕ

Вĕрентекен кунне паян 120 çĕршывра анлăн паллă тăваççĕ. Саспаллипе паллаштарма, хушма-кăларма, хутлама-пайлама тата ытти нумай ĕçе хăнăхтаракан чи çывăх çыннăмăрсем професси уявĕнче кăна мар, кулленех ырă сăмаха çеç тивĕç. Вĕсене çывхаракан уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнÿ сунатпăр.

25 Çурла, 2016

Чей ĕçесчĕ пылпала

Муркаш районĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе пыл уявĕ иртрĕ. Унта республикăри хурт-хăмăр ăстисем, хăнасем хутшăнчĕç. Ара, пыл праçникĕнче Муркаш тăрăхĕнче кăна савăнма пулать. Кăçал вара вăл çиччĕмĕш хут халăха пуçтарчĕ.

Çак кун салан тĕп лапамĕнче ир-ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Кĕçех вăл капăр тумлă çынсемпе, ача-пăчапа тулчĕ. Сăмсана техĕмлĕ çимĕç шăрши кăтăкларĕ. Ял тăрăхĕсем палаткăсене илемлетнĕ, стендсем тунă.

12 Çурла, 2016

Эсир хуласем çĕклетĕр!

Строительсем ĕнер хăйсен професси кунне паллă тума Шупашкарти филармони çуртне пухăнчĕç. Хирĕçех асфальт хуракан машина ĕçлет — строительсем хăйсен праçникĕнче те алă усса лармаççĕ çав.

11 Çурла, 2016

Чемпионсенчен те ирттернĕ

Раççейри физкультурниксем çурлан иккĕмĕш шăматкунĕнче çулленех хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентеççĕ. Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен Шупашкарти спорт гимнастикин шкулĕнче тренерта тăрăшакан Ольга Филиппова пурнăçне спорта халалланă.

Pages