Уяв

6 Çурла, 2016

Вĕсемсĕр пуçне - никам та!

Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ хăйĕн историне 86 çул каяллах çырма пуçланă. 1930 çулта шăпах çурлан 2-мĕшĕнче Мускав çар округĕн Сывлăш-çар вăйĕсен 12 çынран тăракан десантниксен подразделенийĕ Воронеж çывăхĕнче парашютпа пĕрремĕш хутчен сикнĕ.

3 Çурла, 2016

Пирĕнсĕр пуçне никам та!

— Ур-ра! Ур-ра! Ур-ра! — хăватлă сасăсем Атăл тăрăх ахрăм пулса инçете саланчĕç. Чăваш Енри десантниксем паян РФ Сывлăш- десант çарĕсен кунне 86-мĕш хут паллă турĕç. Кăвак беретлисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ тÿремре саламларĕ.

28 Утă, 2016

Илле кунĕ

Православи тĕнне ĕненекенсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Илле /е Илия/ кунне паллă тăваççĕ. Вăл чи аслă пророксенчен пĕри пулнă, мĕн пĕчĕкрен пушхирте типĕ тытса, кĕлĕ вуласа пурăннă. Çумăр çутарма, йĕпе-сапа вăраха кайсан лайăх çанталăкпа савăнтарма уншăн кĕлĕ тăваççĕ. Çак кун ĕçлеме юраман, çапла туни Илле пророка хисеп тумасăр кÿрентерни шутланнă.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ку уява çĕнĕ çĕрулмипе кĕтсе илнĕ. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем çĕнĕ тухăçа Илле кунĕччен çиме хăйман.

27 Утă, 2016

Следствин кану кунĕ çук. Праçник вара - пур!

303 çул каялла I Петĕр патша указĕпе Волконский кнеçĕн следстви канцелярине туса хунă. Взятка илни, хысна укçине вăрлани, службăри ултав — çĕнĕ тытăм çакнашкал преступленисене тĕпчессишĕн яваплă пулнă. Шăпах асăннă указа алă пуснă куна тĕпе хурса РФ Следстви комитечĕн ĕçченĕсем халь утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Тунтикун Шупашкарти Президент бульварĕнчи 6-мĕш çурта /темиçе çул "килсĕр" пулнă хыççăн СК управленийĕ тинех унта вырнаçрĕ/ вĕсене саламлама хăнасем те йышлăн пычĕç.

14 Утă, 2016

Уя тухсан курăкпа калаçнă

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă шкул 85 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура 730 студент диплом илчĕ.

Pages