уявсем

8 Çу, 2020

«Çĕнтерÿ» комплекс çĕнелнĕ

Коронавируса пула Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă мероприятисене каярах ирттерĕç. Апла пулин те тĕп хуламăра уяв сĕмĕ кĕртнĕ: урамсенче — пысăк баннерсем, общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче çĕнтерÿçĕсене халалланă пĕлтерÿсем вырнаçтарнă, кĕперсен хĕррипе ялавсем çакнă.

30 Ака, 2020

Çĕнтерĕве онлайн мелпе паллă тăвăпăр

Алла Салаева вице-премьер паян журналистсем валли брифинг йĕркелесе Çуркуннепе Ĕç тата Çĕнтерÿ уявĕсене мĕнле паллă тăвасси çинчен каласа пачĕ. Калаçăва çавăн пекех культура тата ĕçлев министрĕсем Роза Лизакова, Алена Елизарова хутшăнчĕç.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланасси уявсен йĕркелĕвне те витĕм кÿрет — пĕтĕм мероприяти тĕпрен илсен онлайн мелпе иртет. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче онлайн-шестви пулĕ. Унта хутшăнмашкăн чылай коллектив çырăннă ĕнтĕ: трактор завочĕ, ЧЭАЗ, ЧПУ, ыттисем.

27 Ака, 2020

Чăваш парламентарийĕн палăкĕ умне чечек хучĕç

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ — Раççей парламентаризмĕн кунĕ. Çакна шута илсе паян чăвашсен пĕрремĕш парламентарийĕн Яков Абрамовăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Ку палăк Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче вырнаçнă.

24 Ака, 2020

"Чăваш çĕршывне мухтанă эпĕ"

Ака, 25: Чăваш чĕлхи кунĕ

Çеçпĕл Мишши, Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн "Чи чаплă поэт" дипломанчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса САРПИ:

10 Пуш, 2020

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ уçăлчĕ

Паян тĕп хулари  "Шупашкар-Арена" пăр керменте Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ районсемпе хуласен парачĕпе уçăлчĕ.

Pages