уявсем

9 Çу, 2018

Георгий хăйăвĕ, кĕрен гвоздикăceм: Шупашкарта Мухтав монуменчĕ патне чечексем хучĕç

 


Георгий хàйàвè, кèрен гвоздикàceм, нихàçaн сýнми çулàм... Аслà Çèнтерý кунèн паллисем. Çy yйàxèн 9-мèшèнчи Шупашкарти мероприятисем "Çèнтерý" acàну комплексèнче пуçланчèç. Хула çыннисем ветерансемпе пèрле Мухтав монуменчè патне чечексем хучèç.

1 Çу, 2018

Çуркуннепе Ĕç уявĕ: музыка фестивалĕ те, экскурси те, уяв колонни те

Паян, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, парксенче Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă анлă мероприятисем иртрĕç. Уяв колоннине яланхиллех халăх йышлă тухрĕ. Тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансемпе тĕрлĕ ÿсĕмрисем, çав шутра çамрăксем те, тăчĕç.

30 Ака, 2018

Çуркуннепе ĕç уявне турникет урлă кĕртĕç

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, парксенче Çуркуннепе ĕç уявне халалланă мероприятисем иртĕç.

Тĕп хулара уяв колоннине общество организацийĕсен ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсем, çамрăксем тăрĕç. Волонтерсем ялавсем валеçĕç. Артистсем илемлĕ ташши-юррипе савăнтарĕç. Паллах, çак тапхăрта хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулĕ. Çавна май çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата Çĕнтерÿ кунĕнче халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене турникет урлă тĕрĕслесе кĕртĕç.

Pages