уявсем

3 Пуш, 2020

Пĕрле чухне чăрмав хăрушă мар

Пин-пин çул каяллах çапла шухăшланă пирĕн несĕлсем. Паян та асра тытаççĕ çакна ентешсем. Ăна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетнĕ пулăттăм: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.

21 Нарăс, 2020

Сумлă уява мĕнле хатĕрленеççĕ?

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитни — калама çук пысăк тата пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавăнпа ăна питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле, кашни саманта шута илмелле.

20 Кăрлач, 2020

Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ ятпа — 75 пин тенкĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вĕтеранĕсем Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ ятпа 75-шер пин тенкĕ илĕç. Тыл ĕçченĕсене те укçан пулăшĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕсене 50-шер пин тенкĕ пама палăртнă. Кун пирки çĕршыв ертÿçи Владимир Путин Санкт-Петребургра ĕçлĕ виçитпа пулнă чухне пĕлтернĕ.

13 Кăрлач, 2020

Республикăри прокуратура ĕçченĕсем професси кунне паллă турĕç

аян республикăри прокуратура ĕçченĕсем професси кунне паллă турĕç. Çак ятпа Шупашкарта Чăваш Республикин прокуратуринче савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, право хуралĕн сотрудникĕсене саламларĕ, яваплă ĕçре çитĕнÿсем тума ырă сунчĕ.

Pages