Вăрçă ачи

12 Ака, 2018

Ачалăхне хурламасть

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă çул вăл çиччĕре пулнă. Çав хаяр пулăм çинчен пĕлтернĕ куна ас тумасть. Ялта радио пулман. Ача-пăча хăй те вăрçăлла час-часах вылянă, çавăнпа çак сăмах пĕлтерĕшне чăна хуман.

5 Ака, 2018

Шкула каяс вырăнне хăва туртма çÿренĕ

Иртнине манма юрамасть. Халăхăмăрăн пурнăçĕнчи йывăр самантсене асра тытни пире пуç усмасăр малалла талпăнма вăй парса тăрать. Вăрçă нушине тÿссе ÿснĕ çынсен чăтăмлăхĕ, вăй-хавалĕ, пурнăçа юратни кĕçĕн ăрăва та çирĕпрех пулма хистет.

22 Пуш, 2018

Хĕр туприне хатĕрленĕ, мăшăр тупайман

«Ĕмĕре пĕччен ирттерме Турри çырнă пуль», — çапла сăмах пуçарчĕç Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчи кинемейсем. Тĕрĕссипе, «вăрçă ачисен» çемье çавăрасси пирки шухăшлама вăхăт пулман.

Pages