велочупу

3 Утă, 2018

Элĕк тăрăхĕнчи несĕлсен кăсăклă çулĕ

Элĕк район сайчĕ Ехремкасси ял библиотеки «Несĕлсен çулĕпе» велочупу йĕркелени çинчен пĕлтерет. Вăл «Юрататăп сана, Чăваш Енĕм: Элĕк районĕ» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.

8 Çĕртме, 2018

Чăваш Ен тăрăх — велосипедпа

Чăваш Республикине курса çаврăнма кăмăл пур-и? Эппин Никита Тенче çул çÿревçĕ йĕркелекен «Чăваш çул çÿревçи-2018» велоэкспедицие хутшăнăр! Вăл ыран, çĕртмен 9-мĕшĕнче старт илĕ. Велотура Республика кунне халалланă. Унта хутшăнакансем 15 кунра 1200 километра парăнтарĕç.

12 Çурла, 2017

Çăлтăрсем патне паян велосипедпа çитме пулать

Чăваш ятне тĕнче шайне кăларнă çынсенчен пĕри, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Николаев çăлтăрсем патне улăхнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа паян, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Çăлтăрсем патне» ВелоКаç йĕркелĕç.

6 Çу, 2017

Велосипеда юратакансем паян велочупăва пухăннă

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра велочупу иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланăскер 12 сехетре старт илнĕ. "Хĕрлĕ лапам - Президент бульварĕ - Мускав кĕперĕ - "Раща" ункă - Мускав проспекчĕ -  Президент бульварĕ - Хĕрлĕ лапам"  маршрутпа çула тухнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çын пулнă. Вĕсем пурте икĕ урапаллă транспорт çине ларнă.