викторина

25 Юпа, 2017

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ: 100 çул

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! 2018 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ никĕсленнĕренпе 100 çул çитет. Çак тĕле «Тăван Атăл» журнал театрпа пĕрле ятарлă викторина ирттерет.

31 Çурла, 2017

Федор Павлов - тĕрлĕ енлĕ талант

Чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă пултаруллă писатель, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитет.

21 Ака, 2017

Тĕрĕс хуравшăн - тÿлевсĕр билет

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне спектакль курма каяс килет-и? Ыйтусене тĕрĕс хуравлакан икĕ çынна 2-шер вырăнлă билетсемпе хавхалантарăпăр. Хуравсене 28-82-91 телефонпа пĕлтерĕр.

1. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли пĕрремĕш кĕнеке мĕн ятлă пулнă? Ăна кам хушнипе хатĕрленĕ?

2. Иван Яковлев 1872 çулта хатĕрленĕ алфавитра миçе сас палли пулнă?

3. «Ӳ» сас палли тата хăш-хăш халăхăн чĕлхинче пур?

Pages