Вулакан çырăвне хуравлатпăр

Хисеплĕ «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем! Эпир сире иртнĕ çултанпах канăç паман ыйтупа чăрмантаратпăр. Чăваш ялĕсем пуçланнăранпах халăха пĕр урамран теприне çÿреме меллĕрех пултăр тесе тăкăрлăксем хăварнă. Вĕсем ялта пурăнакансемшĕн тавра çаврăнса çÿриччен, чăнах та, питĕ кирлĕ çулсем шутланнă. Халĕ те çаплах. Анчах та юлашки вăхăтра урăхларах пулăмсем куратпăр. Тăкăрлăкпа юнашар пурăнакансем вĕсене никамран ыйтма-сăрах хупса хурса çынсене çÿреме чараççĕ. Кайран вара межевани туса çак çĕре харпăрлăха куçараççĕ.

Subscribe to Вулакан çырăвне хуравлатпăр