Вутра çуннă çамрăклăх

16 Пуш, 2017

Çĕтĕк çăпатине хурăн хуппипе çыхса таврăннă

Шăпа пĕрисене асар-писер çил-тăман евĕр туллать, теприсене çутă та тумхахсăр ăраскал пиллет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче пурăнакан 95 çулти Анисия Яковлевăн пилĕкне пурнăç пĕкĕ пек авнă. Çамрăк чухне Анисия Степановна хурăн пек яштака пÿ-силлĕ пулнă, унра вăй-хăват тапса тăнă, аллинче кирек мĕнле ĕç те вĕренĕ. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă кинемее иртнине аса илме çăмăл пулмарĕ. Унăн вăхăта парăнман çивĕч ăс-тăнĕнчен, ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнтĕм.  Малалла вулас...

16 Нарăс, 2017

«Салтаксен тав сăмахĕ орденран та хаклăрах»

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 72 çул çитет. Çав хăрушă та асаплă çулсене чăтса ирттернĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсем вăрçă терт-нушине паянхи кун та чунра упраççĕ, вĕсене нихăçан та асран кăлараймаççĕ.

2 Нарăс, 2017

Ашшĕпе пиччĕшĕ вăрçăра пуç хунă

«Манăн пурнăçра лайăххи те, начарри те пайтах пулнă. Ман пек нуша курнă çын нумай ĕнтĕ. Эх, яла кино килет тесен савăнса чупаттăмăр. Вăл та пулин сассăрччĕ. Халĕ ав килтен тухмасăр телевизор курма пулать. Ырлăхĕ темĕн чуль», — çапла калаçăва пуçларĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан 90 çула çывхаракан Ольга Павлова. Малалла вулас...

22 Раштав, 2016

Ача сăпки сиктерме пÿрмен

Çурта кĕрсен унта 89 çулти кинемей пурăнать тесе шухăшлама хĕнтерех. Ватă çын хуçалăхĕ пек мар: йăлтах тирпейлĕ, пĕтĕм япала хăй вырăнĕнче. Кашни чÿрече янахĕ çинче темиçе чÿлмек ларать, вĕсенче — хитре чечексем. Анчах пÿрте илем кÿрекеннисем – лартса ÿстернисем мар, çипрен çыхнисем. Çакăн пек маттур кинемей Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче пурăнать. Вăл – Клавдия Такмакова. Малалла вулас...

Вера ЭВЕРККИ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

24 Чÿк, 2016

Тăхăнмалли те пулман

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинче пурăнакан Мария Ижендеева тăхăр теçетке çула çывхарать. Çулĕ чылай пулин те ĕçсĕр лармасть кинемей, кăштăртатса çӳрет. Мария Александровна кĕрхи кунсенче килте ларман. Кăмпа юратаканскер çут çанталăк парнине шырама тăтăшах çӳренĕ. Пĕчченех кун кунлаканскер пурнăç тути-масине самай астивнĕ, нумай çухатăва чăтса ирттернĕ. Малалла вулас...

 

Pages