Ял хуçалăхĕ

Лекцисемпе семинар занятийĕсем, зачетсемпе экзаменсем хыçра. Çĕрĕпе куç хупмасăр çырнă диплом ĕçне те хÿтĕленĕ. Тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Паян вĕсем саламсем йышăнаççĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн акт залĕн сцени çинче — вĕренсе тухакансем. Кăçал бакалавр, специалист тата магистр дипломĕсене 472 çын илчĕ.

«Виççĕри ывăл – ашшĕне, виççĕри хĕр вара амăшне пулăштăр», – тенĕ ватăсем. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнчи Смирновсем çак каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче биотехнологи тата агрономи факультетĕнче вĕренекен Оксана Пыркина иртнĕ çул ятарлă программăпа Германире сакăр уйăхлăх практикăра фермер хуçалăхĕнче пулнă. Вăрнар районĕнчи Çĕрпел хĕрĕ ют çĕршывра курниилтнипе хаваспах паллаштарма килĕшрĕ.

Шмукер çемйи

Лариса НИКИТИНА. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Сăмаха кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕтĕн хакĕнчен пуçлас килет. Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕччен Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче ĕне усракансене кашни литршăн 12 тенкĕ çеç тÿлерĕç. Иртнĕ уйăхра сутлăх хака, 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа хăвăрт чакса пынăскере, патшалăх тата муниципалитет органĕсем пулăшнипе тытса чарчĕç. Вăл кăштах хăпарчĕ. Халĕ чи пĕчĕк хак 13 тенкĕ.

Pages

Subscribe to Ял хуçалăхĕ