Йышăну

25 Чÿк, 2016

Пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатма – депутат патне

Чÿк уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕсен регионсенчи черетлĕ эрни иртет, çавна май Алена Аршинова «Единая Россия» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

4 Раштав, 2014

Спорт шкулĕсене чăрмавсăр çÿрĕç

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Сергей Валенков республикăра пурăнакансене Шупашкарта харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă. Унта çавăн пекех федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ĕç тăвакан влаçăн федераци тата регион органĕсен представителĕсем, Шупашкар хула администрацийĕн яваплă çыннисем хутшăннă.

Йышăнура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕпе, граждансене кивĕ çуртран çĕннине куçарассипе, çăмăллăхлă майпа эмелпе тивĕçтерессипе, чăрмавсăр хутлăх йĕркелессипе çыхăннă çичĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

18 Юпа, 2014

Хăйсен ыйтăвĕсемпе - депутат патне

Тĕнчере çĕр кĕнчеле кăна мар, пурнăçра - вун-вун тĕрлĕ ыйту. Хăшне-пĕрне вăраха ямасăр татса пама тивет. Ун пек чух çын та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те влаçăн çÿллерех тытăмĕнчи ертÿçĕрен е «халăх тарçинчен» пулăшу кĕтет.

30 Çу, 2014

Çурт-йĕр, çул ыйтăвĕсем...

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Унта пĕтĕмпе 5 çын килнĕ.

16 Ака, 2014

"Пулăшăр, тархасшăн..."

Кунта тĕрлĕ шайри тÿре-шара пÿлĕмĕсем тăрăх çÿресе хăйсен ыйтăвне тивĕçтермелли хурав тупайманнисен чĕринче шанăç, ĕненÿ çуратаççĕ. Çак сăмахсене ĕнер "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн ертÿçин Д.А.Медведевăн Чăваш Республикинчи общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче пулнă Лариса Порфирьева каларĕ. Лариса Николаевна тĕп хулари 46-мĕш вăтам шкулта вĕрентет, мăшăрĕпе 10 ача ÿстереççĕ. Хăйсен çуртĕнче пурăнаççĕ. Йышлă çемьене, паллах, хĕсĕк. Çурчĕ те çĕнех мар. Хĕлле - сивĕ. Ачисем кăçал та тăтăш чирленĕ. Юлашкинчен, çынсене республика Пуçлăхĕ хăй йышăннине пĕлнĕ хыççăн, кунта килнĕ.

Pages