Ыйту-хурав

7 Нарăс, 2014

Кĕмĕл тĕслĕ ешĕл чăрăш

Килти пахчара кĕмĕл тĕслĕ чăрăш питĕ ÿстерес килет. Нумаях пулмасть хула паркĕнче çак йывăçăн йĕкелĕсене тупрăм. Вĕсенчен чăрăш ÿстерме пулмасть-и.

Валентина СМИРНОВА.

Красноармейски районĕ.

Вăрăран ÿстерме пулать. Анчах ку ĕçре те пĕлÿ е хăнăху кирлĕ. Мĕншĕн тесен хунав ÿстермелли вăрăсене темиçе тапхăрпа /стратификаци, пиçĕхтерни тата ытти те/ хатĕрлемешкĕн кашнинех тÿсĕм те çитеймест.

5 Нарăс, 2014

Ĕç кунĕ кĕскерех

Саккунпа килĕшÿллĕн - уяв умĕнхи ĕç кунĕ ытти чухнехинчен пĕр сехет кĕскерех. Енчен те çын 0,5 е 0,25 ставкăпа вăй хурать тăк унăн ĕç кунĕ мĕн чухлĕ кĕскелет?

Ксения А.
Етĕрне хули.
 

РФ Ĕçлев кодексĕн 95 статйипе килĕшÿллĕн уяв умĕнхи ĕç кунĕ е смени пĕр сехет кĕскелет. Ку йĕрке пĕтĕм ĕçчене пырса тивет.

31 Кăрлач, 2014

Тымарланма пулăшать

Туратран хунав ĕрчетмешкĕн алоэ сĕткенĕ пулăшать тенине илтнĕ. Мĕнле майпа-ши?

Алина Карпова. Куславкка.

Ку чăн та çапла. Виçĕ çултан кая мар ÿснĕ алоэ çулçине касиччен пĕр эрне пач та шăвармалла мар. Кайран темиçе çулçине касмалла, хутпа чĕркесе 2 эрнелĕхе сивĕтмĕше (холодильника) хумалла. Çакăн хыççăн алоэ сĕткенне пăчăртаса кăлараççĕ те унта тымарлантармалли турат вĕçне чикеççĕ, 10-12 сехет тытнă хыççăн çĕр ăшне куçарса лартаççĕ.

31 Кăрлач, 2014

Куç хупăнать

Хаклă редакци. Сирĕн хаçата тухма пуçланă кунранах çырăнса илетĕп, тимлесех вулатăп. Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ. 77 çула кайрăм. Сулахай куç хупанки хупăнса пыни канăç памасть. Куçĕ ыратмасть-ха, куççулĕ те юхмасть. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн çырса панă эмеле те ярса пăхрăм – усси çук. Пăсман-ши тесе те шухăшлатăп. Аптранă енне çыртăм, каçарăр ĕнтĕ.

Тамара Иванова. Канаш районĕ, Анаткас Кипеч.

Pages