Ыйту-хурав

27 Çурла, 2018

Пĕлтерĕшĕ пĕрех

Хваттер сутасси-илесси пирки килĕшÿ çырнă чухне мăшăр асăннă ĕçе ирттерме ирĕк пани çинчен нотариус патĕнче çирĕплетнĕ хут кирлĕ. Арăм урăх хулара. Ирĕке вăл пурăнакан вырăнти нотариус патĕнче çырса хута нотариус урлă парса яраять-и вăл?

Н.ПЕТРОВ.

17 Çурла, 2018

Йывăç касма юрать-и?

Ялта çурт туянтăмăр. Тавралăха тирпей-илем кĕртесшĕн. Урамра ÿсекен ватă йăмрасене хамăр тĕллĕн касма юрать-ши? Е ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ирĕк илмелле-и?

А.ПЕТРОВ, Элĕк районĕ.

29 Çу, 2018

Хăçан йĕрке пулĕ?

Шупашкарти çĕнĕ автовокзалпа чукун çул урлă иртме çĕр айĕнчен хывнă каçă хушшинчи территорие хăçан йĕркене кĕртĕç-ши? Кунта малтан киосксем ĕçлетчĕç, пĕчĕк пасар та пурччĕ. Вĕсене пăсрĕç. Анчах тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки манчĕç пулас. Ку вырăнта халăх йышлă çÿрет. Тротуарсем арканнă. Йĕпе-сапа çанталăкра шыв кÿлленсе тăрать, çавна май кунти çулсемпе утма питĕ кансĕр…

И.ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар хули.

29 Çу, 2018

Ăçтан укçа çитермелле?

Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнче халăхран ялан укçа пухаççĕ. Масар карти тытмалла — 1000 тенкĕ, масар пÿртне тумалла — 1000 тенкĕ, çул сармалла — 1000 тенкĕ, урамсенче çутă тумалла — 500 тенкĕ… Кашни çул пушар машинине тытса тăма 500 тенкĕ ыйтаççĕ. Машини вара ĕçлемест те. Тури Тимĕрчкасси лавккинче тата 200 тенкĕ пухасси çинчен пĕлтерÿ çакса хунă. Ăна кам валли, мĕн тума пуçтараççĕ-ши тата? Пенсионерсен электричествăшăн, газшăн тÿлемелле, налук парăмĕсене татмалла, эмелне туянмалла. Ăçтан укçа çитермелле?

28 Çу, 2018

Йăнăша тÿрлетмеллех

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче налук хурассин механизмне çĕнетмелли çинчен татăклăн пĕлтерчĕ. Пирĕн çемьере харпăрлăхри куçман пурлăх тавра çакнашкал ыйту çуралчĕ: унăн кадастр хакне палăртакан шутлаври йăнăша епле те пулин тÿрлетме май пур-ши?

Анатолий КРАСНОВ.
Комсомольски районĕ
.

Pages