«Земство тухтăрĕ»

15 Çĕртме, 2016

Ялти сиплевçĕсене - çăмăллăхсем

2012 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă «Земство тухтăрĕ» программа кăçал та вăйне çухатман. Тăватă çулта пирĕн республикăра унта 278 спе­­циалист хутшăннă, вĕсенчен 39-шĕ — пĕлтĕр.

Ялта çынсене сиплеме кăмăл тунисен йышĕнче: терапевтсем, стоматологсем, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем, педиатрсем, хирургсем, акушер-гинекологсем. Асăннă проекта пурнăçланă тапхăрта — 2012-2015 çулсенче — земство тухтăрĕсене Канаш /45 специалист/, Патăрьел /37/, Муркаш /27/, Шупашкар /24/ районĕсенче нумай йышăннă.

21 Çу, 2015

Муркашсем çуралнă тăрăхне усă кÿресшĕн

Больницăсенче специалистсем çит­меççĕ. Ăна пула халăх та, тухтăрсем хăйсем те шар кураççĕ. Çивĕч ыйтăва татмашкăн 2012 çулта пирĕн çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕчĕ. Çапах асăннă программа та кадрсем çитменнине пĕтереймен. Район больницисене специалистсемпе 60,3% çеç тивĕçтернĕ.

27 Раштав, 2013

«Земство тухтăрĕ» пурнăçланать

Республикăри «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет. 2012 çулта республикăри ялсене 132 çамрăк специалист кайнă.

Чи кирли – паянхи кăткăс лару-тăрура çамрăк тухтăрсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пани. Диплом илнĕ çамрăк хăтлă хваттер е кил-çурт туянма укçа-тенкĕ ăçтан çитертĕр? Программăпа килĕшÿллĕн çамрăк тухтăрăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Çак тапхăрта вăл опыт пухса ăсталăх шайне ÿстерĕ, лайăх специалист ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме витĕм кÿрĕ.