Телей сывлăшра вĕçмест, ăна тар тăкса тупмалла

16 Çурла, 2014

Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Кузьминăн

пĕр кунхи ĕç кунĕ мĕнле иртни çинчен

Владимир Кузьмин Етĕрне район администраци пуçлăхĕн лавне кÿлĕннĕренпе кăçалхи ака уйăхĕнче икĕ çул çитрĕ. Пĕр кунта пуçлăхăн миçе ыйту татса пама тивет - калама йывăр.

Акă ирхине ун патне Украинăри Луганск облаçĕнчен хÿтлĕх шыраса килнĕ çемье çитрĕ. Надежда Сергеевнăпа Сергей Николаевич Терещенкăсем Дмитрий ятлă ывăлĕпе пĕрле пурăнмалли вырăн шыраççĕ. Владимир Николаевич вĕсем çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ, мĕнпе пулăшма пултарассине тĕпчерĕ. Терещенкăсем питĕ ĕçчен çынсем иккен: упăшки 20 çул ытла шахтăра ĕçлесе пенсие тухнă, виноград ÿстерес ăсталăхлă, арăмĕ вара – библиотекарь, чечексемпе интересленет, аслашшĕ-асламăшĕ – Ачак тăрăхĕнчен. Вĕсем пĕлтĕр кăна çĕнĕ пÿрт лартса пурăнма кĕнĕ пулнă.

- Эпир кунта çын ĕнси çинче ларма килмен. Лере пÿрт лартрăмăр пулсан, кунта та лартăпăр. Раççей çĕр-шывне пире йышăннишĕн тав тăватпăр. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Пире пурте ăнланма, пулăшма тăрăшни савăнтарать, - терĕç килнисем. Кунта çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшма ыйтрĕç. Пуçламăшĕнче, хăвăрах ăнланатăр, йывăрлăхсемсĕр мар. Район администраци пуçлăхĕ Етĕрнери агротехникум директорĕпе О.Паликинпа телефонпа çыхăнса калаçрĕ, Олег Валентинович Украинăран килнĕ çемьене общежитире пÿлĕмпе тивĕçтерме шантарчĕ. «Ядринжилремсервис» пĕрлĕхре Терещенкăсене ĕç тупса пама пулчĕç.

Ĕç кунĕ малалла пырать. Владимир Кузьмин хăйĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕпе В.Еремеевпа тата район администрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе А.Филимоновпа çула тухрĕ, ача сачĕсене çитсе курма шухăшларĕ. Етĕрнери «Пукане» ача сачĕн çурчĕ тавра асфальт сармалла – кун пирки Людмила Алексеева заведующи ыйтрĕ. Хулара кăçал 200 вырăнлă ача сачĕ хута каймалла. «Арка» пĕрлĕхри строительсем хальлĕхе ĕçĕн 75 процентне пурнăçланă. Кун çинчен асăннă пĕрлĕхĕн тĕп инженерĕ Р.Шарафутдинов пĕлтерчĕ. Çурт умĕнчи лаптăка хăйăр сарса хăтлăх кĕртме пуçланă. Газ кĕртессипе ыйтусем пур, В.Кузьмин пулăшма шантарчĕ. Юнашар вырнаçнă пуçламăш класс ачисем вĕренмелли шкулпа ача садне пĕр котельнăй ăшă парса тăмалла. Пуçлăхсем çĕнĕ котельнăйра та пулса курчĕç. Унтан вĕсем Вăтам Ирçери «Вăрман юмахĕ» ача садне çитрĕç. Унта пĕчĕккисем валли юмах тĕнчи тăвас тесе «Ника» пĕрлĕхри строительсем тимлеççĕ. В.Бахмисов прораб пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ача садне тĕпрен юсаса хута яма палăртнă. Ача сачĕн заведующийĕ Е.Данилова пуçлăхран апат пĕçерме çĕнĕ плита туянма пулăшу ыйтрĕ. Ача пахчи уçăласса 24 ачапа вĕсен ашшĕ-амăшĕ чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Кăнтăр хыççăн В.Кузьмин хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе В.Семеновпа Асламасри «СортСемОвощ» пĕрлĕхре пулса курчĕ. Асăннă пĕрлĕхе пĕлтĕр В.Матвеев йĕркеленĕ. Унти ĕç-хĕлпе Сергей Исаев юрисконсульт паллаштарчĕ. Асăннă пĕрлĕхре унччен ĕне ферми пулнă çуртра купăста, ытти пахча çимĕç управĕ тума палăртнă: тĕпрен çĕнетеççĕ. «Валентина» сортлă купăста 20 гектар йышăнать, çитес çул тата ытларах пулĕ. Çавăн пекех çитес çул 20 гектар ыхра ÿстерме палăртаççĕ, ăна кăçал кĕркунне лартса хăварма çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Люцерна 600 гектар çинче ÿсет, вăррине туса тупăш илесшĕн.

- Пирĕн енче чылайăшĕ тыр-пул ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Эпир вара пахча çимĕçпе ĕçлеме шухăшларăмăр, - кăмăллăн пĕлтерчĕ С.Исаев.

Асăннă пĕрлĕхре тăрăшакансене В.Кузьминпа В.Семенов ăнăçу сунчĕç. Тулли кăмăлпа район администрацине таврăнчĕç. Пуçлăха савăнтарма нумай та кирлĕ мар, çав вăхăтрах питĕ нумай кирлĕ иккен. Шухăшласа ĕçе тăрăшса туни кирлĕ. Машина малаллах чупать.

- Кăкăр тулли савăнăçпа Етĕрнене таврăнатăп, - терĕ Владимир Кузьмин.

Лилия Петрова,

Етĕрне районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.