Тĕнче чемпионатĕнчен — çĕнтерÿпе
7 Aug, 2018 | Хыпар | Спорт | çитĕнÿ

Норвегири Лиллехаммерта çурла уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче вăрман касакансен тĕнче чемпионачĕ иртнĕ.
Раççей Федерацийĕн чысне ăмăртура Чăваш Енри Сосновкăра пурăнакан Артем Шашков та хÿтĕленĕ. Çĕршывăн пĕрлештернĕ команди йышне вăл 2017 çулхи наци чемпионачĕ хыççăн кĕнĕ. Артем Шашков професси ăсталăхĕн республика, регион шайĕнчи тупăшăвĕсенче пĕр хутчен çеç мар «Чи лайăх вăрман касакан» ята тивĕçнĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ пулнă. Хальхи ăмăртуран та ентеш пысăк çитĕнÿпе таврăннă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Вăрман касакансентĕнче чемпионатне пĕрремĕш хут 1970 çулта ирттернĕ. Малтанхи вăхăтра кашни çулах йĕркеленĕ, 1996 çултанпаикĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Ăмăртусене 100-150 ăста хутшăнать.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.