Тĕнче кубокне хутшăнĕç

25 Пуш, 2014

Хĕллехи Олимп вăййисем вĕçленнĕ хыççăнах Сочире тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме тытăнчĕç. Çак кунсенче унта хăвăрт утакансен çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ.

Спортсменсем 5-35 километрлă дистанцисенче мала тухассишĕн кăна мар, Тĕнче кубокне хутшăнассишĕн те вăй виçнĕ. Ăмăртура пирĕн ентешсем пухмача 10 медальпе пуянлатнă. Тĕнче рекордсменки Вера Соколова, Чăваш Ен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Надежда Мокеева, Алена Храмова хăйсен дистанцийĕсенче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Универсиада чемпионкин Ирина Юмановăн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн Петр Трофимовăн, чылай турнир призерĕсен Клавдия Афанасьевăн, Денис Сергеевăн, Кирилл Фроловăн, Кристина Михайловăн - «бронза». Чи пысăк наградăна командăри чи çамрăк спортсменка Мария Лосинова тивĕçнĕ. Вĕсенчен 7-шĕ Китайра çу уйăхĕнче иртекен Тĕнче кубокĕнче тупăшĕç.