Тĕнче шайĕнче палăрнă студентка

25 Çу, 2017

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн хастарлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Тĕнчипех палăраççĕ-çке вĕсем! Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хусанти патшалăх культура институтĕнче Мускав, Урал, Хусан консерваторийĕсенчи çамрăк мусăкçăсем тупăшнă. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусствăсен факультетĕнче вĕренекен Алиса Попова та хутшăннă.

Пирĕн ентеш музыка инструменчĕпе кĕвĕ калакансен Пĕтĕм тĕнчери «KAZAN – MUSIC ЙОРТ» конкурсĕнче II степень Диплома тивĕçнĕ. Ку — чи пысăк хаклав, мĕншĕн тесен конкурсра 1-мĕш вырăна никама та паман. Тепĕр кунхине «АкБарс» çамрăксен центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери искусствăсен «Культурăсен еткерлĕхĕ» I фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта та Алиса пултарулăхне тивĕçлипе кăтартнă, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. ЧПУ студенткине Кубокпа чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.