Тĕрĕслевсене йышпа ирттереççĕ

25 Çурла, 2014

Патшалăхăн техника асăрхав инспекцийĕн ĕçченĕн кун каçипе темиçе ыйтăва татса пама тивет: тĕрлĕ çĕре яма хутсем хатĕрлемелле, документсем çырмалла, тĕрĕслевсен графикĕсене йĕркелемелле, хуçалăхсене тухса çÿремелле. Пĕтĕмлетерех калас тăк инспектор /инспекци штатĕнче пĕр çын кăна/ ĕç хучĕсен айнех пулнă, анчах та вăл, çавна пăхмасăрах, вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерме те, хăйне пулăшма ытти тытăма явăçтарма та вăхăт тупать.

«Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вăл - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тытакан çыхăнусене вăйлатасси, - тет техника асăрхавĕн Йĕпреç районĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей Терентьев. - Халĕ мĕн асăрхатпăр-ха? Хăш-пĕр администраци пирĕн ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парассинчен пăрăнасшăн». Тĕрĕслев ирттерме вăхăт çитсен инспектор вăл е ку пуçлăха кун пирки телефонпа шăнкăравласах пĕлтерет, унран хăйне пулăшма ыйтать. Палăртнă кун ял тăрăхне çитетĕн те мĕн куратăн? Килĕнчи тракторне никам та тĕрĕслеве илсе пыман. Кунашкал тĕслĕхе тăтăшах тĕл пулатăн.

«Трактор» уйăхлăх операци ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Яланхи пекех, ку мероприяти ăнăçлăхĕшĕн пĕр çын, патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ, яваплă. Апла тăк çак кунсенче унăн пушă вăхăт пачах та çук. Ăна уйăхлăхпа çыхăннă пур ыйту та кăсăклантарать, анчах ăнăçăва татса параканни пĕрре: вăл «Трактор» уйăхлăха ирттерме явăçтаракан пĕрлехи йыш. Алексей Германович çак тивĕçе пĕрремĕш çул кăна пурнăçлать-ха, çавăнпа та ăна ыттисем вĕрентсе-пулăшса пыни питĕ кирлĕ. Çавна шута хурса аслăрах ÿсĕмри ĕçтешĕсем уйăхлăх пынă вăхăтра рейда пĕрле хутшăнаççĕ.

Тĕрĕслевсем ирттерме Канаш хулипе районĕн тата Комсомольски районĕн тĕп инспекторĕсем Анатолий Петровпа Сергей Кокарев пĕрле çула тухаççĕ. Çакăн усăлăхĕ куç умĕнчех: паянхи куна районта тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр, строительство машинисем тытакансен 75 процентне яхăн хăйсен техникине тĕрĕслев витĕр кăларнă. «Кăмăла кура - кăмăл» тенешкел, Алексей Терентьев хăй те «Трактор» уйăхлăх вĕçлениччен Канашпа Комсомольски районĕсенче иртекен тĕрĕслевсене хутшăнас тĕллевлĕ.

Йĕпреç тăрăхĕнче уйрăм çынсем тытакан техника хатĕрĕсене тĕрĕслевсене вуçех те тăратман çынсен йышĕ чакса пырать. Апла пулин те çав çитменлĕхсенчен пĕтĕмпех хăтăлса тухнă теме иртерех.

Алексей Терентьев çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕн хуçалăх кĕнекинче уйрăм çынсен тивĕçлĕ органта шута илнĕ техника пирки кăна çыраççĕ, шутра пулманни вара айккинче тăрса юлать. Юридици виçипе ку - сакуна пăсниех. Ку çеç те мар, тĕрĕслевре пулман техника çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать-çке.

Уйăхлăх пынă вăхăтра çак йĕркесен авторĕ те ĕç ушкăнĕпе пĕрле тухса тĕрĕслевсене хутшăнчĕ. Чăнах та, хальлĕхе уйрăм çынсен техникине шута илес ĕçре çитменлĕх-кăлтăк çителĕклех. Инспекторсем вĕсен сăлтавĕсене уççăнах палăртрĕç. Вĕсенчен пĕри - хăй тĕллĕн çÿрекен машинăна туяннă чухне /калăпăр, 15-20 çул каялла/ ăна сутаканĕ унăн докуменчĕсене пама «манни». Халĕ вара ăçта каймалла? Техника сутнă ял хуçалăх предприятийĕ саланса кайнă. Туянаканпа сутакан çавăнтах килĕшÿ хучĕ çырманни кайран ĕнсене хыçтарать. Çак çынсенчен пĕри урăх çĕре тухса кайнă е вилнĕ пулсан? Куратăр-и, пĕр ыйту çумне тепри тухса тăрать кун пек чухне. Акă мĕншĕн техникăна шута илмелли йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

«Трактор» уйăхлăх чи малтан инспектортан пуçарулăх ыйтать. Вăл çакна тĕпре тытса ĕçлет, пурне те вăхăтра тума тăрăшать: машинăсемпе тракторсене, прицепсене шута илет е шутран кăларать. Инспектор вăйра тăракан норматив докуменчĕсенче палăртнисем çине таянса ĕçлет. Çынсемпе тимлĕ, сăпайлă пулма тăрăшать, кăмăллăн, виçеллĕн калаçать. Кунпа пĕрлех Алексей Терентьев çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕпе çыхăнса ĕçлет, пĕрлехи рейдсем ирттерет. Паллах, çакăн пек хутшăнусен витĕмĕ пур: вĕсем ял хуçалăх производствинчи трактористсемпе машинистсем сусăрланассин шайне чакарма пулăшни куç кĕрет.

Халĕ хĕрÿ тапхăр. Район уй-хирĕнче 30 ытла комбайн ĕçлет. Тĕп инспектор «хир карапĕсен» ĕçĕпе те кăсăкланать. «Трактор» уйăхлăх пуçланиччен вĕсем пурте ятарлă тĕрĕслевре пулнă.

«Парксенче кивĕ техника йышланса çитрĕ, - тет Алексей Терентьев. - Вĕсене çула е уя кăларнă чухне хуçисенчен çирĕп ыйтатпăр, пурне те саккун хушнă пек ĕçлеме чĕнетпĕр, май килсен - пулăшма тăрăшатпăр».

Юлашкинчен çакна каласа хăварни вырăнлă пулĕ: Йĕпреç тăрăхĕнчи тĕрлĕ техника хуçисем кăçалхи уйăхлăха пĕлтĕрхинчен лайăхрах хатĕрленнĕ. Çакна йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем пирки çырнă протоколсен йышĕ иртнĕ çулхинчен икĕ хута яхăн сахалрах пулни те уçăмлăн çирĕплетет.

Геннадий ВАСИЛЬЕВ

Рубрика: