ТĔРЛĔ ЧИРТЕН - АСТРА

30 Авăн, 2015

Астра /альпийская астра/ шĕвекĕ тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшать. Хăвăра кирлĕ рецепт суйласа илме пултаратăр.

  • Вăрах бронхит аптратсан 3 чей кашăкĕ астра çулçине е чечекне 1 стакан вĕри шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Ÿт чирĕсенчен, çăпанран сипленме 2 апат кашăкĕ типĕ çулçăпа чечеке çур литр шыва ярса 3 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе сиенленнĕ ÿт çине кунне темиçе хут примочка хумалла. Кунне 3 хут апат умĕн 100-шер миллилитр ĕçмелле.
  • Типĕ ÿслĕкрен хăтăлма астрăн 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарне тин вĕренĕ 600 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут пиçĕхтермелле. Кунне 3 хут çуршар стакан ытларах ĕçмелле.
  • Диатез, гастрит чухне, тĕрлĕ инфекцие пула температура ÿссен астрăн пĕтĕм пайĕнчен хатĕрленĕ 2 апат кашăкĕ порошока 400 миллилитр вĕри шыва ямалла, 30 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Пÿлĕм температури таран сивĕнсен марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. .
  • Геморрой тата проктит тертлентерсен 8 грамм астра тымарне 1 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 2 сехетрен марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.
  • Куç ывăннинчен, ангинăран 1 апат кашăкĕ астра курăкне 1 стакан шыва ямалла, 4 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле е куç çине унра йĕпетнĕ марля хумалла. Ангина чухне шĕвекпе пыра чÿхемелле.
  • Хăш-пĕр чухне ÿсен-тăранри япаласем аллерги реакцине хĕтĕртме пултараççĕ - ÿт кĕçĕтет, тăртанать, хĕрелет, шатра тухать. Çак паллăсене асăрхасанах сипленме чарăнмалла, тÿрех тухтăр патне каймалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.