Тĕрлемес хастарĕсем çĕнтернĕ
«Чăваш Ен» фондпа Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ «Шаг навстречу» грант проектне хутшăнакан шкулсен хушшинче волонтер агитбригадисен ăмăртăвне йĕркеленĕ.
Конкурс тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине, обществăн тĕрлĕ хаклăхне /çемье, спорт, тĕнчери туслăх, çын хăйĕн ÿсĕмĕшĕн тăрăшни.../ халăхра анлă сарасси. Жюри ушкăнсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнетрÿçĕне палăртнă: Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕн «Ырă чĕресем» агитбригадăна çитекен пулман.
Ирина ИВАНОВА.
Комментари хушас