«Тĕтĕмлĕ» вырăнсем сахалланĕç

8 Ака, 2020

ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕн ятне улăштарассине хăвăрт татса пачĕç. Çакă министерство ячĕ улшăннипе кăна çыхăннă. Çавăнпа ĕнтĕ финанс министрĕ Михаил Ноздряков çакнашкал учрежденисен ячĕсенче министерство ятне палăртнин вырăнлăхне тишкерме сĕнчĕ. Çакăнпа Олег Николаев та килĕшрĕ.

Логика уçăмлă: министерство е ведомство ячĕ кăшт кăна улшăнтăр — вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисен ячĕсене те шăкăрин çĕнетме, йышăну хыçҫăн йышăну тума тивет. Çавăнпа вăл кунашкал ыйтусене тишкерес умĕн министерствăсен ячĕсене те асăнни кирлех пулнине тĕпчеме сĕнчĕ. Эппин, патшалăх тытăмĕсен пăхăнăвĕнчи учрежденисен ячĕсем малашне палăрмаллах кĕскелессе кĕтме пулать.

Ларура Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Пурин пирки те пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çапах пĕрин çинчен тĕплĕнрех каламаллах. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов анлă ыйтăм кăтартăвĕсем Чăваш Енре 2014 çултан тытăнса 2019 çулччен табак туртакансен йышĕ 22,1-рен 19,9% таран чакнине кăтартни çинчен пĕлтерчĕ. Куллен туртакансен йышĕ 6,3-рен 11,3% таран пĕчĕкленнĕ.

Анчах республикăра пурăнакансен 20% çав-çавах нумай туртакансен шутĕнче. Çавăнпа сывлăх сыхлавĕн министерстви табак туртма юраман вырăнсен списокне анлăлатма сĕннĕ. Хушма пунктсен шутĕнче — шыв çыранĕсем, влаç органĕсем йышăнакан, йăлари пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли, суту-илӳ тумалли çуртсене кĕмелли çĕртен 15 метртан çывăхрах уçă вырăнсем, пасарсен çурчĕсем, пурте усă куракан парковкăсем. Пĕр сăмахпа, пирус мăкăрлантармалли вырăнсем хĕсĕнсех пыраççĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас