«Тетте» — Çăварнире

28 Нарăс, 2020

Çак эрнере кахалли кăна Çăварни уявламасть пулĕ. Пирĕн «Тетте» те редакцире ларса йăлăхрĕ, Шупашкарти 130-мĕш ача садне çитсе шăпăрлансемпе пĕрле хаваслă уяв ирттерес терĕ. Унта вара-а-а-а… Мĕн чухлĕ шăпăрлан!

Çăварни ачасен юратнă уявĕ пулнине курса ĕненчĕ «Тетте», хăй те вĕсемпе пĕрле ташша ячĕ. Ку кăна та мар! Ачасем спортпа туслă, юрлама та юратаççĕ иккен. Тĕк тултарнă михĕсемпе çапăçасси уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Михĕпе сикес эстафета пуçлансан «Тетте» хăй те ачасемпе ăмăртрĕ. Вĕрен туртассинчен те юлмарĕ вăл! Анчах… ачасем вăйлăрах иккен! Куншăн «Тетте» кулянмарĕ, маттур ăру ӳснишĕн савăнчĕ çеç.

Чи телейлĕ самант вара — тутлă икерчĕ тата «автанкка» канфет çини. Эх, кашни куна çапла ирттерĕччĕ те пирĕн «Тетте», анчах редакцие таврăнмалла пулчĕ. Унсăрăн ачасем валли «Тетте» журналăн çĕнĕ номерне кам хатĕрлĕ-ха?

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас