Пĕр тĕвĕри ăс-пурлăх

13 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ çул умĕн ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Раççей халăх художникне, Раççей ÿнер академийĕн президиумĕн членне, чаплă живописеца тата графика Ревель Федорова пурнăçĕнчи паллă пулăмпа - 85 çулхи юбилейĕпе - чысланă. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам çырăвне те çитернĕ.

«Сирĕн пултарулăх тĕрлĕ енлĕ тата кашни ĕçĕр хăйевĕрлĕхпе, çĕнĕлĕхпе, культура тĕлĕшĕнчен пысăк шайпа палăрса тăрать, - тенĕ унта. - Çутă та хăйнеевĕр талантăр тата пултарулăх ăнтăлăвĕ Сире урăх никамăннипе пăтраштарма çук произведенисен галерейине ăсталама май панă. Искусствăна хаклакансем вĕсене чăннипех килĕштереççĕ, юратаççĕ...»

Вадим Ефимов палăртнă тăрăх Ревель Федоров - чăн-чăн ăста. Вăл культура уйĕпе пысăк та тĕлĕнмелле çул утса тухнă, çапла майпа ытти ÿнерçĕшĕн тĕлĕнмелле ырă тĕслĕх пулса тăнă.

Юбиляр шухăшĕпе - çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр культури çынпа, унăн туйăмĕпе, кăмăл-шухăшĕпе çыхăннипе палăрса тăрать.

Палăртса хăвармалла: кăшт маларах - иртнĕ çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Ревель Федоровăн юбилей куравĕ уçăлнăччĕ. Унта художник юлашки икĕ çулта ÿкернĕ картинăсене тăратнă. Ун чухне юбиляра саламласа музей директорĕ Геннадий Козлов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, ĕçтешĕсем тата вĕренекенĕсем чылай ăшă сăмах каларĕç. Паллă ăста хăйĕн сăмахĕнче çак шухăша палăртнăччĕ: «Тĕнчере лăпкă мар пулсан та художникăн ĕçлемелле те ĕçлемелле, мĕншĕн тесен искусство, культура тата ăс-хакăл - пĕр тĕвĕре, вĕсем пире «стройра пулма» пулăшаççĕ».

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.