Тимĕр вăййи чăвашсем валли

19 Çу, 2017

Кире пуканĕ йăтакан чăваш спортсменĕсем тĕнче ăмăртăвĕсенчен медальпе пĕрре мар таврăннă. Çак кунсенче пирĕн пăхаттирсем каллех сумлă наградăсемпе савăнтарчĕç.

Çу уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Латвире иртнĕ Европа чемпионатĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем /вĕрентекенĕ — ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин/ вăй виçнĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче çуралса ÿснĕ пулас экономист Анастасия Александрова /68 кг/ 24 килограмлă снаряда 128 хут сулласа çĕклесе юниорсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи Алексей Иванов 85 килограмлисен хушшинче икĕ енлĕ кĕрешÿре ăмăртса 298 очко пухнă, Европа чемпионĕ пулса тăнă.

— Ăмăрту аван иртрĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Спорт керменĕ пысăк та хăтлă, анчах халăх йышлах марччĕ. Спортсменсем тĕрлĕ çĕршывран килнĕччĕ. Украина, Латви тата Казахстан хĕрĕсем уйрăмах вăйлă, — пĕлтерчĕ Настя. Сăмах май, малтанхи çулсенче РФ спорт мастерĕ Европа чемпионачĕсенче, тĕнче ăмăртăвĕсенче икшер медаль çĕнсе илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.