Тимĕр вăййи илĕртет

9 Юпа, 2017

Пирĕн республикăра пăхаттирсен ăмăртăвне йĕркелесси иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йăл илнĕ. Малтанах вĕсене Акатуйсенче ирттернĕ. Чăваш Енри кире пуканĕн спорчĕн паянхи тапхăрĕ 1962 çулта çырăнма тытăннă. Шăпах çакăн чухне ăмăртусен йĕркине çирĕплетнĕ.

Республика чемпионĕн тата рекордсменĕн ячĕсене Етĕрне районĕнчи Виктор Захаров, Юрий Игнатьев, Патăрьелĕнчи Федор Моисеев, Шупашкарта пурăнакан Аверкий Абрамов, Вăрмар районĕнчи Георгий Портнов тата ыттисем чи малтан тивĕçнĕ. Тăвайри Альфред Пимулин, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль каччи Николай Трифонов тата Елчĕкри Анатолий Горшков кире пуканĕн спорчĕпе туслă чăвашсенчен СССР спорт мастерĕн нормативне чи малтан пурнăçланă.

1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе республикăри «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă турнир иртнĕ. Çав тапхăртанпа унта хăйсен ăсталăхне çĕршыври вун-вун регионти пилĕк пин ытла атлет кăтартнă.

Кăçал йăлана кĕнĕ XXXIV турнира юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче ирттерме палăртнă. Кăçал пăхаттирсем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçессишĕн те тупăшĕç. Хальхи вăхăтра йĕркелÿ комитечĕ ăмăртăва хутшăнас текенсенчен ыйтусем йышăнать. 20 регион спортсменĕсем унта тупăшас кăмăллине пĕлтернĕ те ĕнтĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.