Тирпейсĕрлĕх чун-чĕрене ыраттарать

13 Çурла, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç те çĕр ĕçĕ хисепсĕре тухрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче, сарай, ферма, общество çурчĕ таврашĕнче, урамсемпе çырмасенче, хуçасăр пахчасенче те пиçен, хупах, вĕлтĕрен, хыт хура, вĕтлĕх ашкăрма тытăнчĕ. Кĕрешекен пулманран çултан-çул тапăнса хăйĕн лаптăкне анлăлатса пычĕ. Тăван тавралăх илемсĕрленчĕ. Ватăсен чунне питех ыраттарать çак килĕшÿсĕрлĕх. Çамрăксемшĕн пулсан - ик айкки те тăвайкки.

Эпир, совет саманинче çитĕннĕскерсем, ял илемĕшĕн тăрăшма вĕреннĕ. Урамсемпе çырмасене нĕрсĕрлетекен çум курăк сахал пулнă ун чухне. Кĕреçепе çу каçипех кăкласа тăнă. Ял хуçалăхĕ вăйсăрланни çамрăк ăрăва çĕртен пистерчĕ, ĕç пулманран ĕçке вĕрентрĕ. Тепĕр тесен ĕçĕ темĕн чухлех, анчах тÿлекен çук. Субботниксем ирттерме пăрахрĕç, ниме юхăмĕ те халсăрланчĕ.

Çемьеленсе пурăнакансем, йышлах мар пулин те, тупăнкалаççĕ-ха. Çуркунне çĕре çемçетсе акаççĕ-лартаççĕ, çу кунĕсенче вара хăйсем хресчен пулнине манаççĕ. Йăрансене çум курăкран тасатса тăма, çимĕçе ир-каç шăварма вăхăт тупаймаççĕ.

Çĕр улми анинех илер. Çу каçиччен ăна темиçе хутчен çумламалла, купаламалла. нăрăсемпе кĕрешмелле... «Çу ырлăхĕпе савăнса юлас чухне пĕтĕм вăхăт çĕр улми пахчинчех иртет», - тет хăшĕ-пĕри. Ялта пурăнаканăн урăхла май çук. Кăçал шăрăх тăчĕ те - шăварасси те хушăнчĕ. Технологире палăртнине пĕрне те сиктерме юрамасть. Унсăрăн çимĕç тухăçлă туса илеймĕн. Анчах çамрăксем кун çинчен шухăшламаççĕ.

Нăрăсемпе вăхăтра кĕрешменрен çĕр улми шăпăр евĕрех çаралса юлать. Кас хушшине хăпартманран çимĕç вĕтĕ пулать. Тăпра мăкăртса çиеле тухнисем хĕвелпе симĕсленеççĕ, наркăмăшланаççĕ. Вĕсене çиме юрамасть. Кĕр енне пахча йăлтах метр çÿллĕш çум курăк айне путать. Кама кирлĕ унашкал ана? Паллах, никам та кăлармасть çĕр улмине. «Кунашкалах тертленсен ăна текех лартмалла-ши», - тесе тепĕр çуркунне лаптăка вуçех сухаламасть. Кам айăплă-ха кунта? Çамрăк çемье хăех. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тата пурне те пурнăçламаллине асра тытмаллах çав. Унсăрăн тăрăшни харама каять çеç.

Харама кайни тарама-ха. Кÿршĕсене, ял-йыша вăрçтарнине епле ăнлантармалла?

Акă тĕслĕх. Икĕ çул каялла кÿршĕ пахчинче çăвĕпех пиçен, ытти курăк ашкăрчĕ. Кĕркуннехи пĕр уяр кун вăйлă çил алхаснипе пиçен вăрри ял çийĕн вĕçсе саланчĕ. Епле-ха кÿренмĕн çакăн хыççăн? Нимĕн тума пĕлменрен кÿршĕме çум курăка çулса тăкма ыйтрăм. Çук, итлемерĕ мана.

Хÿтлĕх шыраса ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравларăм. Специалистсем те пулăшаймарĕç: «Çум курăк ÿстерекенсемпе кĕрешме нимĕнле саккун та йышăнман», - терĕç. Халĕ кашни çулах утă çулнă хыççăн пиçене суйласа пахча хыçĕнчи çырмана çĕклемĕ-çĕклемĕпе йăтатăп.

Ку чухнехи тумхахсемпе тĕл пулсан иртнĕ ĕмĕрти ырă енсем аса килеççĕ. Вăл тапхăра йăлтах хурапа сăрланипе килĕшместĕп. Пулнă лайăххи те. Аса илтеретĕп те яш-кĕрĕме - кÿренеççĕ вĕрентсе каланишĕн. «Иртнĕ пурнăçăн кая юлнă йăли-йĕркине пĕрмаях ан аса ил», - теççĕ. Нимелле ĕçлени, пĕр-пĕрне пулăшни мĕнрен япăх? Пĕрмаях укçа çинчен шухăшланăран хыт хура айне пултăмăр.

Паян ирхине мĕн куртăм-ха? Хăйĕн вăхăтĕнче тĕрĕс воспитани илнисем манпа пĕр шухăшлах. Хăйсен кил-çурчĕ таврашĕнче ÿсекен пиçенпе вĕлтĕрене тĕплесех тăраççĕ, урам илемĕшĕн тăрăшаççĕ. Теприсем вара çаплипех хăйсен тăршшĕ çитĕннĕ курăк витĕр тухса çÿреççĕ. Кÿрши тавралăх чиперлĕхĕшĕн тăрăшнине нивушлĕ асăрхамаççĕ? Тен, курсан та курмăш тăваççĕ. Е кам та пулин пырса пулăшасса кĕтеççĕ? Калани витермест - киревсĕр сăмахсен айне пулса ухмаха тăрса юлатăн çеç.

Пирĕн ял - çырма-çатраллă. Ун урлă йĕркеллĕ каçаймăн - тумтире куршанак çыпăçса тулать. Ку чухне ял сăнне яракан ÿсен тăрана çулакан çук. Эпĕ 80 çула çитрĕм пулсан та пахча хыçĕнчи çырмари хыт хурапа пиçене вăхăтра çулатăп. Мана çак ĕçе пурнăçлама никам та хушмасть. Чун ыратнипе алла çава тытатăп. Ыттисем мĕншĕн-ха тĕслĕх илмеççĕ - ăнланмастăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялсене, ун таврашĕсене тирпейлĕ тытмалли пирки вырăнти пуçлăхсене тăтăшах, хытарсах калать. Хушнине итлесе ял-хула курăмлă хитреленчĕ. Шел, чылай çĕрте хуçи хушнине-сĕннине яваплă çынсем хăлхана чикесшĕнех мар. Тĕрĕссипе, республика Пуçлăхĕ аса илтермесĕрех тумалла вĕт-ха çакна.

Вун-вун çул каялла урамсемпе çырмасенче тата вăрман ĕшнисенче çитĕнекен курăка çулса выльăх апачĕлĕх типĕтеттĕмĕр. Çамрăк вĕлтрене çуркунне хамăр та яшкара пĕçерсе çинĕ. Каярах сыснасене татса панă - чирлемен вĕсем. Унччен ял çынни çак выльăха нумай усранă. Çавăнпа та çырмари вĕлтрен пурне те çитмесен те пултарнă. Çулса е вырса тăнăран вăл нихăçан та хальхи пек чашкăрса ÿсме пултарайман. Мĕншĕн-ха ăна халĕ выльăхсем валли ытти апатпа пĕрле эмел вырăнне хатĕрлес мар?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, ун чухне «Сормовский» совхозра управляющире вăй хураттăм, тĕрлĕ ÿсен-тăрана, вăл шутра вĕлтĕрене те, АВМ витĕр кăларса курăк çăнăхĕ хатĕрлеттĕмĕр. Хĕл кунĕсенче паха апат шутланнă вăл. Халĕ çакăн çинчен аса илекен пур-ши?

Ĕлĕкрех ял урамĕсен чиперлĕхĕшĕн тăрăшма яваплă çынсене çирĕплетнĕ. «Çапла е апла тумалла», - тесе вĕрентекен халĕ те çук мар. Кăтартăвне параççĕ-ха, ĕçе пурнăçлакан çук вара. Унччен субботниксем ирттернĕ, укçа тÿлеменрен вĕсене халĕ никамах та хутшăнасшăн мар. Пур ĕçе те укçапа виçме тытăннăран йĕри-тавраллах йĕркесĕрлĕх хуçаланать те. Манăн шухăшăмпа, иртнĕ ĕмĕрти ырă енсене, нимелле тăрăшассине калăпăр, ку чухне те аталантармалла. Пухусенче халăха ял илемĕ хамăршăн пулнине ăнлантармаллах. Чун-чĕрепе туйса илччĕр ăна çынсем, хăйсене иртнĕ саманари пек штрафласса ан кĕтчĕр.

Ял тăрăхĕсен хушшинче «Пирĕн ен - чи хăтли» конкурс мĕншĕн ирттерес мар? Çĕнтерÿçĕсем валли сумлă парнесем хатĕрлес. Вара халăх тирпей-илемшĕн тăрăшма тытăнатех пулĕ.

Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ,

Мартынкасси ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.