Тискер чĕрчунсем шар кураççĕ

20 Çĕртме, 2018

Чăваш Енри çулсем çинче тискер чĕрчунсемпе çыхăннă транспорт инкекĕсен тĕслĕхĕ нумайланнă.

Кăçал республикăра пăшие таптанă 5 тĕслĕхе шута илнĕ. Унсăр пуçне кустăрма айне хир качакипе хир сысни лекни те пулнă.

Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи минитерсвинчен асăрхаттараççĕ, тискер чĕрчунсем кун каç енне сулăнсан тухаççĕ. Çавăнпа водительсен асăрхануллă пулмалла. Çул çинче тимлĕхе çухатмалла мар!

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас