Трактор тăвакансен мăнаçлăхĕ — медалистсем

30 Çурла, 2018

Çак кунсенче Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче йăлана кĕнĕ чыслав иртнĕ. «Трактор завочĕсем» концернăн ĕçченĕсен ачисене шкула ылтăн тата кĕмĕл медальпе пĕтернĕ ятпа саламланă. «ЧАЗ», «Промтрактор» тата «Промтрактор—Вагон» заводсенче ĕçлекенсен тĕпренчĕкĕсенчен кăçал саккăрăн шкула хĕрлĕ аттестатпа вĕçленĕ.

Трактор историйĕн музейĕн директорĕ Альберт Сергеев чыслав пуçланиччен экскурси ирттернĕ. «Промтрактор» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн профком председателĕ Валентина Рыбкина çак мероприяти «Концерн ачисем» пысăк проектăн пĕр пайĕ пулнине пĕлтернĕ. «Вĕренÿ программи çăмăлах мар. Хальхи медалистсем паттăрсемпе пĕр танах. Хăш-пĕр вĕрентекен каланă тăрăх, экзамен тытма учительсем те пурте пултараймаççĕ. Сире хĕрлĕ аттестат илнĕ ятпа саламлатăп, эсир чăн-чăн маттурсем!» — сăмах илнĕ Валентина Владимировна. Агрегат заводĕнчи административлă тата хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен директор Анатолий Кадышев та тухса калаçнă: «Эсир вăй пухса шкул программине çĕнтерме пултартăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, завод ĕçченĕсен ретне тăрасса шанатпăр».

Медалистсене тата ашшĕ-амăшне «Промтрактор» заводăн ĕç тăвакан директор çумĕ Евгений Максимов та саламланă. «Çирĕп кăмăллă ачасем пăхса ÿстернĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Çамрăксене яланах маттур пулма, тĕллев патне çитме сунатăп. Эсир тăрăшни сая ан кайтăр, çутă пурнăç патне илсе пытăр», — тенĕ вăл. Медалистсен ашшĕ-амăшне Игорь Шпак генеральнăй директор тав çырăвĕсем панă, выпускниксене сертификатсем тата Георгий Çĕнтерÿçе сăнарланă кĕмĕл укçасем парнеленĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас