«Трактористсемшĕн» савăнмалла-тăр, «бройлерсемшĕн» вара...

29 Раштав, 2015

Кун йĕркине кĕртнисем мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн çĕкленĕ ыйтусем пушшех интереслĕ пулчĕç. Юрĕ, йĕркипе каласа парар.

Малтанах Михаил Васильевич патшалăх служащийĕсене, пысăкрах чин илнисене, саламларĕ. Теçетке патнеллех-тĕр - кашнинех халăх умне кăларчĕ, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав турĕ. Паллах, Çĕнĕ çул умĕн ку пулăм кашниншĕн кăмăллă пулчĕ.

Халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни çинчен строительство министрĕ Олег Марков каласа пачĕ. Çак ĕç валли бюджетран кăна кăçал 2,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Пулăшăва тивĕçнисем тата тивĕçекенсем - 4,9 пине яхăн çемье. Çамрăк çемьесем, тăлăхсем, нумай ачаллисем, ветерансем... Ипотека çăмăллăхне, юхăннă çуртсенчен çынсене куçарма уйăрнă укçана, ыттине пĕтĕмпе шутласан 5 млрд тенкĕ ытла та пулать. Çак укçа пĕтĕмпех строительство отрасльне кайнă. Çав вăхăтрах, М.Игнатьев палăртнă тăрăх, хăйсене шаннине тÿрре кăларман строительство компанийĕсем те пур. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.