Тракторпа та çÿреме пĕлет Зоя!

27 Чÿк, 2014

Кашни ача хăйĕн тăван шкулĕн чысне хÿтĕлеме, ăна çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшать. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятие, вăйă-конкурса хастар хутшăнать. Шăп çавăн пеккисен йышне кĕрет те ĕнтĕ вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Соловьева.

«Пиллĕк» паллăсемпе çеç ĕлкĕр-се пыраканскер миçе конкурса, викторинăна хутшăнман-ши? Грамотăсемпе дипломĕсем те тем чухлех унăн. Анчах вăл çак çитĕнÿсемпе кăна лăпланса лармасть, малашне те тĕрлĕ енпе тупăшса мала тухассишĕн ĕмĕтленет. Ара çакă пурнăçра та кирлĕ пулать-çке кайран. Çирĕп тĕллевлĕ пулни халĕччен никама та хур кăтартман-ха, усă кăна кÿнĕ. Зоя вара хăйĕн тĕллевĕсем патне çирĕп утăмсемпе çывхарать.

Химипе биологи предмечĕсене ытларах килĕштернине палăртрĕ вăл. «Мĕншĕн-ши?» - тесе ыйтсан «Эпĕ аслă шкула медицина енĕпе вĕренме каясшăн», - терĕ йăл кулса. Паллах, унта кĕме çăмăлах маррине ăнланать вăл. Çавăнпа халех тăрăшать. Нумайрах пĕлес тесе, пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытать. Чи юратнă кĕнекисем - вырăс тата чăваш çыравçисен произведенийĕсем. Уйрăмах Юрий Скворцовăн «Хĕрлĕ мăкăнь» повеçĕ килĕшет ăна. «Çак хайлавра автор сăнарсене психологи тĕлĕшĕнчен еплерех сăнлани уйрăмах чуна пырса тиврĕ», - пайларĕ хăйĕн шухăшне Зоя.

Шкулти предмет конкурсĕсене хастар хутшăнаканскер районпа республикăра иртекеннисенчен те юлмасть. Ÿкерчĕксен, алĕçĕсен конкурсĕсенче пĕрре мар тупăшнă вăл. Сăвă илемлĕ вуласа та малти вырăнсем йышăннă пике. Унсăр пуçне спортпа та ачаранах туслă Зоя. Гимнастикăпа тата акробатикăпа кăсăкланать. Килĕнчех хăй тĕллĕн, интернетрен уроксем пăхса, хусканусем тăвать.

Чун киленĕçне вара мĕнре тупнă-ши пултаруллăскер?

- Çулла кÿлĕ хĕрринче вăлтапа ларма кăмăллатăп, - пĕлтерчĕ Зоя. - Пулăра хама лăпкă туятăп, пур шухăш та йĕркеленет. Ачаш çил шыва майĕпен хумхантарать, шыв çийĕн вĕтĕ пулăсем выляççĕ... Эпĕ вара вăлта хулккине пĕр куç илмесĕр сăнатăп... Чи ырă самант маншăн çакă, - тет Зоя шухăшĕпе кÿлĕ хĕррине вĕçнĕн.

Ялти пикесем пур ĕçре те маттур çав. Ав, пулла кайма та юратаççĕ, футболла та арçын ачасемпе пĕр тан выляççĕ. Зоя вара тракторпа та çÿреме пĕлет! Тĕлĕнмелле мар-и-ха? Хурçă утăн рульне еплерех тытма, пăркалама ăна ашшĕ вĕрентнĕ. Халĕ вара кирек мĕнле ĕçре те Зоя трактора уттарма пултарать.

- Ун пек аттене те çăмăл-çке, - тет вăл кăмăллăн. - Утă е улăм турттарнă чухне вăл тиет, эпĕ вара руль умĕнче.

Çапла, вулакансем, халĕ камран тĕслĕх илмеллине пĕлетĕр пуль тетĕп.

Ырă кăмăллă та сăпайлă, çав вăхăтрах çирĕп чунлă та хастар чăваш хĕрачи тем пирки те ĕмĕтленме юратать. Халĕ вара чи çунатлă ĕмĕчĕ унăн - шкултан лайăх вĕренсе тухасси, малашне аслă пĕлÿ илсе юратнă профессипе ĕçлесси.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комсомольски районĕ,

Кĕçĕн Çĕрпÿел.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.