Тухăçа ÿстерме

23 Утă, 2015

Вĕллесене çăвĕпех пĕр вырăнта тытсан хуртсем пур чухне те пыл пуçтарса ĕлкĕреймеççĕ. Сад, улăх-çаран чечеке ларнă чухне пыл хурчĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме условисем туса памалла. Унсăрăн вĕсем пыл пуçтармаççĕ, çăвăр яраççĕ.

Хуртсем вĕçĕмех пыл пухчăр тесен ÿсен-тăран чечеке ларнă вăхăтра вĕллене вырăнтан вырăна куçармалла. Çакă пыл пуçтарас ĕçе лайăхлатать. Вĕсене тепĕр вырăна куçарма лайăх хатĕрленмелле. Шăрăх çанталăкра та хăйсене аван туйччăр. Карас юрăхсăра тухни те вĕсене сиенлеме пултарать. Вĕллери карас татăласран йывăр рамăсене кăларса илмелле, çурма туллисене кăна хăвармалла. Хуртсене çакă чăрмантармасть, утарçăна та вĕллесене тиеме-пушатма çăмăлрах пулĕ. Çавăн пекех çĕнĕрен тунисене те киввисемпе, çирĕпреххисемпе улăштармалла.

Куçарнă чухне вĕлле пыл хурчĕпе тулмасан та çав-çавах рамăсене туллиех вырнаçтармалла. Вĕсем пĕр-пĕрин çумне тачă çыпçăнса тăччăр. Хĕрринчи рамăсене вара пăтапа е шуруппа хытармалла.

Сивĕрех çанталăкра рамăсем çине михĕ е сывлакан материал хумалла, вĕсем ÿкесрен мĕнпе те пулин хĕстермелле.

Ăшă çанталăкра çемьесем пăчăхма пултараççĕ. Çавăнпа вентиляцие пысăклатмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.