Турă айĕнче çÿрекен арçын

1 Чÿк, 2014

Арсений ТАРАСОВ: “Ман пирки инке /аттен шăллĕн арăмĕ/: “Турă айĕнче çÿремелли çын пулатăн пуль,” - тетчĕ... Мĕншĕн эпĕ сăпайлă? Халăх çапла курать пек туйăнать хама. Малашне те курасшăн тен. Имиджа пăхăнатăп. Анне çав тери сăпайлăччĕ... Халăх шухăшне питĕ шута илетчĕ - çын мĕн калĕ? Мĕн пĕчĕкрен çак шухăшпа ÿснĕ - аннен çын умĕнче маншăн намăс курмалла ан пултăр. Çавăнпах халĕ те калас тенине - каламастăп, йăваниччен - ĕçместĕп, çын умĕнче усал сăмахпа - вăрçăнмастăп...”

Арсений Тарасова “ЧХ” тĕпелне чĕнес шухăш ăнсăртран çуралман. Сăмаха пуç тавра çиччĕ çавăрса шухăшласа калаканскер питĕ кăсăклă çын пек туйăнать. Анчах та унпа калаçу йĕрне тытса пырасси шиклентерет те - ун пек çын умĕнче хамăн та айван курăнас килмест вĕт-ха. Çапах та Ольга Туркайпа иккĕшĕ çырнă пьесăпа хатĕрленĕ “Вĕçсе иртеççĕ кайăксем” спектакльпе паллашнă хыççăн пултарулăх çыннине редакцие чĕнесех килчĕ. Чăн та, вулакан ăна капла та лайăх пĕлет-паллать-ха: Арсений Тарасов 30 çула яхăн Чăваш телекуравĕнче ĕçленĕ. Вăл сенкер экранран çухалсан тĕрлĕ сас-хура сарăлнăччĕ халăхра, йĕркене пăснăшăн ирĕклĕхрен хăтарни таранах. Çапах та мĕнле шухăшсемпе пурăнать-ха паян чăваш арĕ?

- Салам, Арсений Алексеевич. “ЧХ” вулаканĕсене хăв çинчен çĕнни мĕн каласа кăтартас килет? Çавăнтан пуçлар-ха.

- Темĕн каламаллиех çук та пек туйăнать. Сапаланса кайрăм юлашки вăхăтра. Радио, телекурав кăларăмĕсене тăтăш хутшăнма, театр сцени çине тухкалама тиврĕ. Мари Республикинче манăн пьесăпа “Мунча кунĕ” спектакль хатĕрлесе сцена çине кăларчĕç... Пăлхануллă туйăмсем лăпланса çитмен. Каламалли, паллах, нумай, анчах шухăша пĕр тĕвве пуçтарма йывăртарах. Чăваш интеллигенцийĕ, влаç çыннисем халăхран уйрăлса кайнăн туйăнни мана питĕ шухăшлаттарать. Халăх хăйĕн нуши-терчĕпе кун кунлать, иккĕмĕшсен - хăйсен пурнăçĕ. Чăвашран тĕлĕнетĕп эпĕ. Истори енчен пăхсан, Атăлçи Пăлхара аркатнă-çунтарнă хыççăн вăрман хÿтлĕхĕнче, çырма-çатрара упранкаласа юлнăскер паянччен хăйне тĕллĕн пек пурăнать. Çамрăксем пĕрлешеççĕ, ача çуратаççĕ... Пурнăç хăй еккипе шăвать: халăхăн - хăйне тĕллĕн, вĕреннĕ çынсен - хăйсене тĕллĕн. Эпир, пултарулăх çыннисем тесе шутланакансем, халăх чунне тивĕçтерсех çитерейместпĕр пек. Халăха кирлĕ, малаш пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ япаласем туни çукрах.

- Эсĕ хăвна чи малтан кам тесе шухăшлатăн: писатель, поэт, драматург е журналист?

- Хама чăн-чăн çыравçă тесе калаймастăп - унăн, профессионал писателĕн, кашни кун çырмалла. Манăн ку хальлĕхе чун киленĕçĕ шайĕнче çеç пек-ха. Чăнласа ĕçлемеллине ăнланатăп. Хам çинчен калас-тăк - сăвă, пьеса е калав çырни те, телекăларăмсем ертсе пыни те - пĕр ĕçех, формипе кăна уйрăлса тăрать вăл. Кашни ĕçĕмре - эпĕ пурнăç çинчен шухăшлани, манăн чун ыратăвĕ.

- Çырасси мĕнрен пуçланнă? Йăхра çакăн пек пултарулăх камăн та пулин пур-и?

- Çыракан çын пулăп тесе нихăçан та шухăшламан. Çакăншăн кăштах хама ÿпкелетĕп те. Пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăкăн малтанах тĕллев лартмалла - мĕн кĕтет вăл: чап-и, укçа-и е карьера-и? Манăн вара йăлтах ăнсăртран пулса тухрĕ. Эпĕ 6-7 класра вĕреннĕ чух геолог пуласшăнччĕ, сăрт-ту техникумне вĕренме каясшăнччĕ. Унтан мана физика-математика илĕртрĕ. Анчах шкул хыççăн Шупашкара, университета лекрĕм. Кунта мана юлташăм Николай Галкин чăваш радиовне илсе кайрĕ. Унта Александр Волковпа паллашрăм. Вăл питĕ лайăх радиожурналистчĕ, каярахпа аван писатель пулса тăчĕ. Çамрăксене хавхалантарма пĕлетчĕ. Питĕ пулăшатчĕ. Кайрĕ вара... Çырасси?.. Вĕрентекенсем вăйлă пулнă манăн. Мария Артемьева, Арсений Хитров, Ксенофонт Лекарев, Нина Карасева, Мария Кудрявцева, Елена Мулюкова... Çак тĕлĕнмелле çынсем пурнăç çулĕпе ертсе пырса литературăпа çывăхлатрĕç, çырма хăнăхтарса хавхалантарчĕç. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чух Хветĕр Агивер «чапа» кăларчĕ мана - “Тăван Атăл” журналра пур-çук сăввăмсене умсăмах çырса пичетлесе кăларчĕ.

Пĕлÿшĕн тăрăшасси, тăван сăмах илемне хакласси - атте-аннерен, хамăн тăван Пăлакасси халăхĕнчен. Пирĕн ялта хитре калаçаççĕ. Таса. Атте педучилищĕре вĕреннĕ. Сăмах май, Илпек Микулайĕпе пĕр вăхăтра - вĕсене Алексей Талвир ашшĕ вĕрентнĕ. Атте Лермонтов, Пушкин сăввисене хистесе тенĕ пек вулаттаратчĕ. Анне - тĕлĕнмелле сăнарлă калаçаканскерччĕ. Хутла пач пĕлменскер пулсан та чĕлхи кирек мĕнле сăвăçран ирттеретчĕ. “Ах çак Шупашкар майрисем! Ятуллă тумланнă та чÿхенсе кăна çÿреççĕ”. - Халь çакăн пек калаçакан чăваш тупайăн-и?

Атте манран лесничий тăвасшăнччĕ. Ĕмĕчĕ пысăкчĕ унăн. “Йĕпреç вăрманĕнче кÿлĕ хĕрринче çурт лартăпăр та пурăнăпăр...” - тетчĕ...

- Пултарулăху, чăн та, анлă. Анчах та шăпа сана пĕрре мар кÿрентернĕ... “Инçет телей çути” спектакльшĕн пултарулăх ушкăнне Раççей премине панă, сана вара вăл ушкăна кĕртмен. Сан вырăну телекуравра - анчах унтан кайма тивнĕ. Самана арпашăннă самантра тĕрлĕ проект шухăшласа кăларнă эсĕ. Анчах вăхăт иртсен вĕсенчен пăрса хăварнă сана. Эсĕ вара татах та татах темĕн те пĕр “çурататăн”. Мĕн, кÿренме пачах пĕлмен çын-им эсĕ?

- Çилленнипе çил арманĕ лартаймăн теççĕ вĕт. Чăн та, темĕн те пулнă. Тарăхса çитнипе çапла та йышăну тунăччĕ хам валли - 43 çул тултариччен çынла пурăнăп, ĕмĕрĕн малалли пайĕнче вара усалланăп... Яланах ырă пулма юрамасть. Усала пуриншĕн те каçарсан, пĕтерме тăрăшмасан пуç илет вăл. Вара пурнăç усаллансах каять. Эпир капла та усала ирĕк нумай патăмăр. Унпа кĕрешмелле, ăна тавăрмалла. Халĕ эпĕ питĕме пĕр енчен çупса ярсан тепĕр енне çавăрса памăп. Чăн та, хăш-пĕр кÿренĕве уясах каймасăр пурăнма вĕрентĕм. Раççей премине пултарулăх ушкăнне çапах та ман пьесăпа лартнă спектакльшĕн панă-çке. Укçа тума тесе ятарласа “Хоппасем”, “Кăлтăрмач-шоу” проектсем шухăшласа кăларнăччĕ те - пулмарĕ пуясси. Пăрса хăварчĕç. Пулнă-тăр кÿренмеллисем. Телекурав ертÿçисемпе тĕллевсем пĕр килми пулни те чуна ыраттарнă... Çапах пурнăçа ÿпкелеместĕп. Мĕн кирли йăлтах пур. Çуккишĕн хам кăна айăплă. Калăпăр, пĕри океан хĕрринче хăйăр çинче хĕртĕнет, эсĕ унта каяймастăн. Мĕншĕн? Кама айăплас? Вăл пултарать-тĕк - эсĕ те пултаратăн. Тăрăшмалла кăна.

- Халĕ çав чикĕрен - 43 урлă - каçнăранпа 15 çул иртнĕ. Кама та пулин тавăртăн-и - усаллантăн-и вара?

- Пулмарĕ! Мĕн пурришĕн Пÿлĕхе тав тума вĕрентĕм вара. Ир тăрсан хам валли мар, çул çинче тĕл пулакан валли ырлăх ыйтма хăнăхрăм... Пÿлĕх ырăлатнă çын мана хур тăвас çук.

- Арçын тени влаçа туртăнать. Эсĕ уншăн çунмастăн курăнать.

- Влаçа хăйĕн çынни кирлĕ - çакна лайăх ăнланатăп. Эпĕ влаçа юракан çын мар. Хуняма мана: “Тарасова калани усси çук - пурпĕр хăйĕн пек тăвать”, - тет. Чăн та, пур ĕçе те хама кирлĕ пек тăватăп. Хам пĕлнĕ пек шухăшласа. Каллĕ-маллĕ шухăшлама атте платник пулни те хăнăхтарнă-тăр - унта çиччĕ виçмесĕр касни пысăк йăнăш патне илсе çитерме пултарать. Ман пирки ытларах чух сăпайлă, çынран çирĕп ыйтаймасть, хушаймасть тесе шухăшланине пĕлетĕп. Хăвна кирек кампа та сăпайлă тытма тăрăшни мемме пулнине пĕлтермест-çке. Хам пирки çапах та çирĕп çынах пуль тетĕп. Арçынлăх вăл сĕтел шакканипе кăна çыхăнман-тăр?

Эпĕ хамăн вăя шанса пурăнатăп. Кирлĕ пулсан кафене чашăк-тирĕк çума каймашкăн та пултаратăп. Шантарсах калатăп - манран лайăхрах çăваканни пулмĕ унта!

- Тен, апла сана укçа та кирлĕ мар? Выçăлла лайăхрах çырăнать теççĕ вĕт...

- Укçа пурне те кирлĕ, паян - пушшех те. Эпĕ те нихăçан та укçана сивлемен. Яланах тăрăшса ĕçленĕ. Анчах мĕншĕн тивĕçлĕн тÿлемеççĕ мана - вăт çакă шухăшлаттарать. Пуçлăхсене ÿпкев яланах пулнă - пытармастăп. Чăн та, ман пирки укçасăр тесе никам та шухăшламасть. Троллейбусра курсан тĕлĕнеççĕ вара - хамăн машинăпа çÿременнинчен. Укçа пысăк ĕç валли кирлĕ. Укçашăн кулянмастăп, ăна тума пĕлетĕп тесе те каламастăп. Ăнăçтаракансене ăмсанмастăп та, вĕсене хурламастăп та /тĕрлĕ меслетпе укçа тума пулать-çке/ - ыйхăсăр каçсемсĕр килмест вăл. Манăн çемьере ку тĕлĕшпе харкашу сиксе тухнине ас тумастăп. Чун ыйтнине пурнăçлани мула çаврăнса çемьене таврăнтăр тесе тăрмашатăп.

- Çĕнĕ пÿрт ĕçкине чĕнме хатĕрленетĕн тенине илтнĕччĕ-ха.

- Чĕнесси инçе-ха, анчах ĕçлетпĕр майĕпен. Йывăрпа пулсан та. Сарай çĕклеме бригада тара тытрăм та ĕçшĕн кăна 35 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Шухăшларăм та, эпĕ мĕн - пуртă тытма пĕлместĕп-и, кирпĕч хураймастăп-и? Мунчана хамах çĕклерĕм. Чылай ĕçе арăмпа иксĕмĕрех тăватпăр.

- 35 пин перекетлерĕн апла?

- Çапла пулса тухать. Çуртне те хăçан та пулсан майĕпен вĕçлĕпĕр-ха. Ĕçлесен пурте пулать. Манăн анне 70-тен иртсен кил-çурта, хуралтăсене йăлт çĕнетсе улăштарчĕ.

- РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хăй ир шуралнине кредит илнипе сăлтавланăччĕ. Санăн кĕмĕл çÿçÿ те бренда çаврăнчĕ ĕнтĕ.

- Ăслă пек кăтартать вăл! /Кулать/. Ирех кăвакарни йăхран та килет пуль. Асатте йăлт кĕмĕлренччĕ. Атте те шап-шурăччĕ. Пурнăç нушисем те шуратрĕç пуль... Атте колхозра ĕçлеменнине пула /вăл шабашникчĕ/ пахчара çĕр улми лартаймастăмăр... Университетра 4-мĕш курсра вĕреннĕ чух пĕр профессорпа харкашмалла пулса тухни те васкатрĕ-тĕр кăвакарма. Мана, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраканскернех, “иккĕ” лартса парасшăнччĕ вăл. Вăрçăнса кайрăмăр. Общежитирен кăларса ячĕç, 1 çул стипендисĕр пурăнтăм. 23 çула çитсен тăнлавра пĕрремĕш хут кĕмĕл пĕрчĕсем асăрхарăм... «Ку çав профессор», - тесе шÿтлеттĕм. Асăнмалăх юлтăр тесе тăпăлтарса кăлармарăм.

- Кирлĕ чух шăл кăтартма пултаратăн апла. Çемье çинчен вара калаçма чартăн. Хĕрарăмсене юратмастăн-им?

- Эпĕ - халăх умĕнчи çын. Телекуравра ĕçленĕ чух мана ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăнă çынсем. Çавăнтанпах юлнă ку - хăть çемьере ирĕклĕн сывлама парăр-ха мана. Кĕскен: арăма хурламастăп - хам суйласа хам илнĕ ăна. Пирĕн пурте йĕркеллĕ. Хĕрарăма юратни пирки вара кăшкăрса çÿремелле-им? Манăн юрă пур: «Пулнă, пулнă, пулнă пуль...» Темĕн те... Анчах хайлавăмсене пурнăçăмпа çыхăнтарма кирлĕ мар - эпĕ çапах та профессионал. Шухăш вĕçевĕ ирĕклĕ манăн.

- Паян хĕр-хĕрарăм кĕсье хулăнăшне кура арçын суйлама пуçларĕ...

- Пĕр «Кăлтăрмач-шоу» хыççăн сĕтел хушшине вырнаçнăччĕ. Вăхăт шăвать... Куратăп: студенткăсем киле васкамаççĕ. “Общежити алăкне хупаççĕ кĕçех”, - тетĕп. Вĕсем вара эпĕ... машинăпа ăсатса ярасса шаннă иккен.

Çамрăксене ăнланатăп - паян укçасăр утăм тума та çук. Çапах та хăйсене укçашăн пĕтерекенсене шеллетĕп. Хĕрÿ туйăм та, укçа та, савăшу та - вăхăтлăх кăна. Пурнăçпа пĕрле утмалли çынна суйланă чух шухăшлăр - мĕн ĕмĕр вĕçне çитиччен калаçмалăх сăмах тупăнĕ-и унпа? Сăмах пулсан - шухăшсем те пĕр килеççĕ. Ку вара пĕр тĕллев лартма, ун патнелле утма пулăшать. Тĕллев пулсан çын ĕçлет, пурнăç тăвать. Çакăн пек юлташ суйламалла пурнăçра.

- Итле-ха, эсĕ пуян мăсăльман пулнă-тăк миçе арăм тата наложница тытăттăн?

- Пĕр арăм кăна пуль. Хама суйланă çынна нихçан та пăрахассăм, сутассăм çук - хăй манран сивĕнмесĕр.

- Пурнăçри ăнăçсăрлăхшăн хĕрарăм - арçынна, арçын хĕрарăма айăплать...

- Эпĕ айăпламастăп хĕрарăмсене. Арçыннăн вăйлăрах, яваплăрах пулмалла çемьере.

- Апла кала-ха, телейлĕ пулмашкăн мĕн кирлĕ чăваш арçыннине?

- Телей... Атте те, анне те, шăллăм та çук текех... Питĕ вĕсемпе курса калаçас килет. Ку енчен эпĕ питĕ телейсĕр. Айккинчен мĕнле курăнатăп - пĕлместĕп. Анчах та юрату, ĕç, чап - йăлтах пур. Тата мĕн кирлĕ темелле пек...

- Пурнăçра хăвăн вырăнна тупнă тесе шухăшлатăн-и?

- Ытлашши савăнма та, хурланма та кирлĕ мар. Çурăлса каймалла мар - ăçта та пулин пушăлăх пултăр: пĕр вырăнта тулса çитсен пушă çав вырăна куçтăр. Çут çанталăкра çавăн пек - ÿсен тăран малтан çеçке çурать, унтан çимĕçĕ тытăнать, вара ăна е кам та пулин татса илет, е çĕре ÿкет... Халĕ тивĕçлĕ кану пирки шухăшлама вăхăт.

- Эсĕ пĕччен кашкăр-и е ушкăнри йытă-и?

- Пĕччен кашкăр мана çывăхрах. Анчах та эпĕ ун пекех мар-тăр. Ман çинчен пĕччен çÿрекен кушак тесен тĕрĕсрех пулать. Чапшăн, усă курассишĕн никам çумне те çыпăçмастăп. Хамран вăйсăррисене вара май пур таран пулăшма тăрăшатăп.

- Çак самантра тата мĕнле шухăшсемпе айланатăн?

- Арăм пирки шухăшлатăп.

- ???

- Кавире темиçе кун силлеменшĕн сăмах лекнĕччĕ. Паян çав ĕçе пурнăçласчĕ...

Рита АРТИ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.