Турă пÿрнине упрамалла

8 Утă, 2014

«Ĕмĕр çав тери кĕске пулнине çын аллă урлă каçсан тин ăнланса илет çав. Çамрăкрах, вăй питти чухне кашни савăк самантпа, кашни кунпа киленсе юлма тăрăшмалла. Чунтан савнă, юратнă çынна - турă пÿрнине - упрамалла»,- чунне уçать Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан Нина Матвеева.

Нина Васильевна вăтăр урлă каçсанах упăшкинчен икĕ ачапа тăлăха юлнă. Мĕн тăвăн? Нимĕн те тăваймастăн шăпа çапла çырнă пулсассăн. Вилнĕ çын хыççăн кĕрсе выртаймастăн. Малалла пурăнмалла, ачасене ура çине тăратмалла... Пурнăç тĕшшине, пурнăç илемне, ĕлккенлĕхне вĕсенче курнă çамрăк хĕрарăм. Тепĕр хут мăшăрланас темен вăл. Телей тенине ĕçре шыранă. Пĕр тапхăр фермăра, каярах ялти крахмал заводĕнче ĕçленĕ. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Хисеп хутне, парнене, ют çĕр-шывсене кайса курма темиçе те тивĕçнĕ. Ывăлĕсем çывăрса тăриччен, ĕçе кайиччен яланах кăмака хутса кăларса кукăль-пÿремеч, крентĕл тавраш пĕçерсе хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Килти хуçалăх ĕçне ачисене те явăçтарнă. Сăпайлăха та, ĕçченлĕхе те хăнăхтарнă, çынна хисеплеме вĕрентнĕ. Тепĕр чухне вăтанмалли пирки те каланă. «Сасса та хăпартнă, кирлĕ чухне ятланă та. Ара эпĕ вĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулнă-çке. Хăшĕ-пĕри ачине хăйĕнчен сивĕтесрен хăраса хыттăнрах каламасть. Ятланăшăн, ытларах ĕçлеттернĕшĕн тĕпренчĕкĕ çывăх çыннинчен нихăçан та сивĕнмест. Тĕрĕс çул çине кăна тăрать. Арçын ачасемпе вара çирĕпрех пулмалла»,- иртнине аса илет Нина Васильевна. Чăн та, ачисемшĕн пурăннă вăл. Ывăлĕсем тĕреклĕ, ĕçчен çитĕннĕ. Халĕ кашни çемье çавăрнă, ирĕкелле саланнă пулсан та юратнă амăшĕ патне кашни канмалли кунах çитме, пулăшма тăрăшаççĕ.

Нина Матвеева хунямăшне чылай çул пăхнă, сипленĕ. Ватăпа пĕр чĕлхерен пурăнма тăрăшнă. «Пĕрре, анне мана сивĕрех сăмах каланă-ши ĕнтĕ, кÿреннĕччĕ ăна. «Сана вилсен чиркÿре асăнтармастăп та»,- терĕм. Чĕлхерен кам туртнă-ши ĕнтĕ, ун пекех пуплемелле пулман та... Ĕмĕрлĕхех куçне хупас умĕн вара: «Кинĕм, çын тунине тăвах ĕнтĕ, мана та асăнтар», - терĕ. Лайăх, ытлă-çитлĕ пурăнма пиллесе хăварчĕ. Хуняма пилĕ çитрĕ пулĕ тетĕп: çăкăр-тăвартан нихăçан та татăк лармастпăр. Укçа пĕтме пуçлать кăна - кĕç тупăнать те, пĕр сăмахпа, пурнăçăм сыпăнсах пырать»,- пытармасть Нина аппа. Çапла пултăр та ĕнтĕ, пĕрре хурлăх курнă çыннăн ĕмĕрĕпех кулянмалла мар. Тата тăлăх арăма турă та пулăшса пырать теççĕ.

Алă усса лармасть вăл, пурнăçра яланах çĕнĕ хавхалану, интерес, чун киленĕçĕ шырать. Кроликсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать. Пахчаçă та, алă ăсти те. Нина Матвеева тĕрлĕ йышши иçĕм çырли, çĕр çырли, нумай-нумай илемлĕ чечек ÿстерет. Хĕллехи каçсенче тĕрĕ тĕрлет, тем те пĕр çыхать, ăсталать. Çулла вăрмана çырлана, кăмпана, милĕке, мăйăра, сиплĕ курăк пухма çÿремешкĕн кăмăллать. Хĕлле валли чей курăкĕ типĕтсе хатĕрлет. Ял-йышра чăваш апатне янтăлама маçтăр пулнипе палăрать. Шăрттан та, кăлпасси те, чăкăт та, турăх та тăвать, капăртма, пÿремеч пĕçерет. Хальхи çамрăксенчен те юласшăн мар кил хуçи хĕрарăмĕ. Ачисемпе мăнукĕсем килсессĕн сĕтел çинче пицца та, шарлотка та пăсланаççĕ. Ялти мероприятисене те хастар хутшăнать юрра-ташша ăста хĕрарăм. Çимĕкре вăййа тухаççĕ-и, ăна Питравра ăсатса яраççĕ-и - чăваш кĕпи тăхăнма кăмăллакан уçă, янравлă саслă Нина Васильевна чи пуçарулли, чи хастарри. Кăмăл пусăрăнчăк пулнине нихăçан та çынна кăтартмасть вăл. Епле чăтăмлă, мĕн тери тÿсĕмлĕ вăл - чăваш хĕрарăмĕ! Манăн вара пĕтĕмлетерех пыл хурчĕ те, пăрчăкан та, шăпчăк та эсĕ, Нина аппа, теессĕм килет. Сан пек çынсем пуррипе ял илемлĕ!

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.