Тырă - кĕлетре, апат-çимĕç - сĕтел çинче
1 Ноября, 2019 | Хыпар | Ял хуçалăхĕ | уявсем

Паян, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, республика аграрийĕсем Шупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ. Чăрмавлă ĕççи хыççăн унта мĕнле шухăш-кăмăлпа хутшăнасси пирки пирĕн хаçат журналисчĕ хуçалăх ертÿçтисемпе калаçнă.

Радик СЕВРЮГИН, Шăмăршă районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ:
Чăн та, продукци тухăçĕ лайăх. Кун пек çул тахçантанпах пулман. Хĕрлĕ кăшманпа купăста та вăйлă пулчĕç. Анчах сутлăх хак çĕр ĕçченне çырлахтармасть. Çĕр улмипе купăстан кашни килограмне хиртен 5 тенкĕлле парса яма тиврĕ. Купăста 6 гектарччĕ. Яла килсе туянаççĕ. Килес çул хаклăрах сутас тесе пĕр пайне управа хутăм. Кăçал тата пĕлтĕр уçă вырăнта помидор çитĕнтертĕмĕр, кашни килограма ялта — 20, пасарта 33 тенкĕлле сутрăмăр.

Алексей ЕРШОВ, Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн II степень медалĕн кавалерĕ:
Кĕрхи çĕртмене 100% пурнăçларăмăр. Çав вăхăтрах дизтопливо туянма укçа ĕçлесе илеймен пирки хăш-пĕр хуçалăх сухаласа хăварайман. Сăлтавĕ ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕ пĕчĕккипе, тупăш çителĕклĕ илейменнипе çыхăннă.

Тĕплĕнрех...

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.