Тыткăнларĕ «Нарспи» чунăма...

21 Чÿк, 2013
«Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса
Силпи чăваш ялĕнче юр ирĕлчĕ васкаса...»

Иккĕленместĕп: К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çак йĕркесене кашниех ас тăвать. Малалли вара урокра пăхмасăр каласа панă хыççăнах манăçа тухнă. Михаил Луковшăн вара «Нарспи» пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл поэмăна мĕн вĕçне çитиччен пăхмасăр пĕлет. Нумаях пулмасть çак хайлав тăрăх илемлĕ фильм ÿкернĕ.

 

Купăс мыскари

М.Луковăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл юрăсем çырать, аван юрлать. В.Давыдов-Анатрин, В.Шемекеевăн, А.Савельев-Сасăн тата ыттисен вун-вун сăвви илемлĕ юрă никĕсне выртнă. Хăйех аранжировщик, сасă режиссерĕ... Луковсен çемйинче пурте юрлаççĕ. Çак пултарулăх аслашшĕ-асламăшĕнчен куçнă. Ашшĕ Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси тăрăхĕнче ăста купăçсă шутланнă. Ăна ял-йыш, тăван-пĕтен, пĕлĕш туйсене, ытти уява час-часах йыхравланă. Çавна май Мишша та ултă çултах музыка инструменчĕсемпе кăсăкланма пуçланă.

«Ял лавккинче сутлăхра 2-3 купăс пурччĕ. Кашни кун вĕсене кая-кая пăхаттăм, - ачалăхри самантсене аса илет М.Луков. - Мĕн тери илĕртÿлĕччĕ вĕсем. Аттерен темиçе хутчен те туянса пама тилмĕртĕм. Илсе памарĕ. Пĕррехинче аслисем килте çуккипе усă курса вăрттăн вырăнтан укçа илтĕм те лавккана вĕçтертĕм. Купăс йăтса килтĕм. Чун каниччен туртрăм вара. Атте ĕçрен таврăнсан пуçланчĕ ахăр самана. Телее, купăса лавккара каялла йышăнмарĕç. Пасара кайса сутма шантарса каçпа аттепе анне хăнана тухса кайрĕç. Купăса шкафа питĕрсе хăварчĕç. Темччен лартăм питĕрĕнчĕк алăк çине тинкерсе. Купăс мĕнле ларнине, шурă-хура тÿмисене... рентген пек витĕр куратăп. Эх, пусăттăм вĕсене, илемлĕ кĕвĕ кăларăттăм. Çук вĕт. Юлашкинчен чăтаймарăм, çĕçĕпе хирсе алăка уçрăм».

Ывăлĕн кăмăлне пăсас темен ашшĕ ахăртнех. Пасара кайса çÿремен: купăса килтех хăварнă. Паянчченех упраннă вăл.

Мишша 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Романтика» магнитофон модăна кĕнĕ. Ăна туянас ĕмĕтпе çамрăк фермăна ĕне сума çÿренĕ. Ĕçлесе илнĕ укçана хулара вĕренекен юлташне парса янă. Чылай вăхăт кĕтме тивсен те магнитофонлă пулнă вăл.

Юрă-кĕвĕ чунне çывăх пулин те шкул хыççăнах ку енĕпе вĕренме каяйман. Виçĕ çул колхозра выльăх пăхнă. Пĕррехинче ăна Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан аппăшĕ хăй патне чĕнсе илнĕ. Кунти хуçалăх председателĕ алăран купăс яман каччăна колхоз хорне ертсе пыма сĕннĕ иккен. Килĕшнĕ, ĕçе пикеннĕ...

Çулсем иртнĕ май М.Луков ятарлă пĕлÿ кирлине ăнланса илнĕ. Вара никама систермесĕр Шупашкара тухса кайнă, музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Кунтан вăл академи хорĕпе ансамбль артисчĕ пулса тухнă. Çак тапхăртан пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнă тесен те йăнăш мар. Пĕр хушă тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ хыççăн Сарă тури, Хусанти консерваторисенче пĕлĕвне ÿстернĕ, ăсталăхне туптанă. Диплом илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх акдеми капеллинче тăрăшнă. 2001 çулта хăй тĕллĕн ĕçлеме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, юрăсем кĕвĕлет, юрлать...

 

«Иванов умĕнче пуçа таятăп»

Михаил Луков - Константин Иванов пултарулăхĕ умĕнче пуç таякан чăваш.

«Нарспи» поэмăна шкулта вĕреннĕ чухнех килĕштертĕм. Урокра сыпăкăн-сыпăкăн вулаттăмăр. Нарспипе Сентнер кун-çулĕшĕн пăшăрханса итлесе лараттăм, - аса илет Михаил. - «Ах, мĕншĕн ялтан тухса тармаççĕ-ши? Ашшĕ çилли иртиччен тăванĕсем патĕнче пытанса пурăнмалла вĕсен», - çапларах шухăшлаттăм ача ăсĕпе. Акă, тарнă самант тĕлне вуласа çитетпĕр. Савăнатăп вара. Унтан каллех кулянмалли пулать... Поэмăна миçе хут вуланă-ши эпĕ? Кашнинчех çапла пĕр пăшăрханатăп, пĕр хăпартлананатăп. Мĕн тери ăста çын пулнă Константин Васильевич! Тĕп шухăша, тĕшшине вулакан патне питĕ çăмăллăн çитерме пултарнă».

Пушкăрт çĕрне, Слакпуç ялне сăваплă вырăн тесе хаклать. Çулла кÿршĕ республикăран вăл çунатлă ĕмĕтпе хавхаланса таврăннă. А.Савельев-Сас çыравçă ăна «Нарспи» поэма тăрăх кино ÿкерме сĕннĕ. Киле таврăнсанах Михаил ĕçе пикеннĕ.

«Нарспи» поэма искусство çыннисене нихăçан та илĕртме пăрахас çук. Ăна тĕпе хурса лартнă спектакль те, мюзикл та сцена çине тухрĕ, - тет М.Луков. - Манăн тата та чĕрĕреххине курассăм килет. Шел, ку таранччен кино ÿкерекен пулмарĕ».

Ĕмĕтне чăна çавăрас тĕллевпе М.Луков малтанах чиновниксенчен пулăшу ыйтнă. Анчах унăн шухăшне ырлакан тупăнман. «Ăнланакан пулмарĕ, - тет вăл. - Аптăраса ÿкмерĕм. Ял-йыша, пĕлĕш-тăвана пухрăм. Пĕри - пĕр сăнара, иккĕмĕшĕ теприне калăплама килĕшрĕç. Нарспи Канаш районĕнчен килчĕ. Кам лаша, кам урапа тата ыттине те пачĕ. Ял уявĕнче кунĕпех ÿкертĕм». Кайран майлаштарса, виçелесе... картана лартнă, кино туса хатĕрленĕ. Сценарисчĕ, режиссерĕ, сăнарсене калаçтараканĕ... - йăлтах хăй.

...Экран çинчи ĕç-хĕл кадр хыççăн кадр ылмашăнать. Вилĕмсĕр поэма йĕркисене автор хăй вулать. Сăнарсем чĕмсĕр, вĕсем поэмăри пулăмсене «чĕрĕлĕх» кĕртеççĕ çеç. Луковăн хайлавĕ кино шайнех çитейменни куç кĕрет. Автор хăй те çакна йышăнать. «Васкаварлăрах пулчĕ. Ÿкерчĕк çитменрен хăш-пĕрне темиçе хутчен те кадра кĕртме тиврĕ», - тет. Кунпа кăна чарăнасшăн мар Михаил, малалла ĕçлесшĕн, «чун çимĕçĕн» пахалăхне татах çĕклесшĕн.

«Хĕвел анса ларсанах, питне çăвать, шăлăнать...» - ăнсăртран уçнă страницăри йĕркесене вулатăп. «Вăййа тухма шÿлкеме кăкăрĕ çине çакать...» - манран виçĕ-тăватă утăмра тăракан Михаил поэмăна пăхмасăр калама пикенчĕ. Васкамасăр, илемлĕн... Чарман пулсан, иккĕленместĕп, вĕçнех çитетчĕ. «Çывăраймасăр выртнă каçсенче «Нарспи» поэмăна ăшăмра калатăп. Пĕр хут, иккĕ... Мана лăпланма, канлĕх тупма пулăшать вăл», - вăрттăнлăхне уçать М.Луков.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.