Учителе çамрăксем хаваспах каяççĕ

4 Юпа, 2019

Кирек хăш профессие суйласа илсен те чăн малтан çын пулмалла тата Тăван çĕршыва юратмалла. Шăпах çакна тата ыттине те вĕрентеççĕ вĕсем. Тĕрĕс! Сăмахăм вĕрентекенсем пирки! Учитель профессийĕ нихăçан та пĕлтерĕшне çухатманнине, модăран тухманнине палăртрĕç ĕнер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче иртнĕ педагогсене халалланă уявра.
Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов професси уявĕпе ăшшăн саламларĕ, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунчĕ. «Паян çамрăксем те учителе ĕçлеме хаваспах каяççĕ. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри шкулсенче 350 çамрăк педагог ĕçлеме тытăннă. Чăваш Ен хăйĕн вĕрентекенĕсемпе мухтанать. Кунта кашни виççĕмĕш вĕрентекен патшалăх тата ведомство наградисене тивĕçнĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен Ольга Физер вара кăçал Раççейри чи чаплă 15 учитель йышне кĕнĕ», - палăртрĕ Сергей Владимирович.
Сăмах май, республикăри шкулсенче 2019-2020 вĕренÿ çулĕсенче 10956 педагогика ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсенчен 9500-шĕ — учительсем. Вĕрентекенсен 73 проценчĕ класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлать. 174 психолог педагог, 240 социаллă педагог шкул ачисемпе вĕсен çемйисене психологипе медицина тата педагогика пулăшăвĕ параççĕ. 35 çула çитмен çамрăк учительсен хисепĕ Чăваш Енре 17,4 процентпа танлашать. Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмĕ «Вĕрентÿ« наци проектне пурнăçа кĕртме хастар хутшăнать. Хастар та пултаруллă, ăста педагогсене грантсен системипе, конкурссем ирттерсе, президент стипендийĕсем парса хавхалантараççĕ. Учительсен 40 проценчĕ çулсеренех тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Çапла майпа харпăр пултарулăхне аталантарать, çынсен ăсталăхĕпе, опычĕпе паллашать.
«Чăваш çĕрĕ çинче учительсене яланах хисепленĕ, хисеплеççĕ, хисеплĕç те. Патшалăх паян вĕрентÿ тытăмне аталантарма çав тери пысăк укçа уйăрать, çамрăк ăру пахалăхлă, çÿллĕ шайри пĕлÿ илсе пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесе тăрăшать. Чуна парса ĕçленишĕн, хăвăр ĕçĕре юратса тунишĕн сирĕн умăрта пуçа таятăп», - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев учительсене саламланă май. Михаил Васильевич çитес 5 çулта кивелнĕ пур вĕрентÿ учрежденине те юсаса çĕнетессине пĕлтерчĕ. Апла тăк, педагогсене ĕçлеме мĕн пур услови пулĕ. Уявра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене, пуçарулăхпа тата пултарулăх енĕпе палăрнисене тĕрлĕ награда пачĕç.

 
 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас