Учительсем йӑлана кӗнӗ конференцие пухӑнчӗҫ

20 Çурла, 2019

Учительсем йӑлана кӗнӗ конференцие пухӑнчӗҫ. Канашлу паян И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑнчӗ. Иван Борисович вӗрентекенсене ҫывхаракан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ.

ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов учительсене професси шайӗ пысӑк пулнишӗн, пуҫаруллӑ тата хастар пулнӑшӑн тав турӗ. Республикӑра ҫӗнӗ шкулсемпе садиксем тӑвас ӗҫ малалла пынине палӑртрӗ. Ҫак кунсенче Етӗрнере пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ. Паян Шупашкарта 61-мӗш шкул ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Авӑнӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарта "Волжский" микрорайонта ҫӗнӗ шкул ӗҫлеме пуҫлӗ. 2020 ҫулта "Ҫӗнӗ хулара" тата Куславкка районӗнчи Куснарта ҫӗнӗ шкулсем пулмалла.

Канашлура пултаруллӑ, ӑста вӗрентекенсене наградӑсемпе чысларӗҫ. Чӑваш Республикин грантне, вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать, тивӗҫнӗ вӗрентӳ учрежденисене свидетельствӑсем пачӗҫ.

Тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме май пулӗ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас