Украинăран килнисене хăтлăхпа, ĕçпе тивĕçтермелле

12 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствăн самолечĕ республикăна Симферопольтен Украинăн 112 гражданинне илсе килнĕ, çав йышра 34 ача. ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх - вĕсене пурне те вăхăтлăх пурăнмалли пунктсене вырнаçтарнă: 62 çынна - «Чувашия-курорт» хăна çуртне тата 50 çынна - Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрне. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Тараканова паянхи кун тĕлне куçса килме тивнĕ 24 çынна ĕçе вырнаçтарни çинчен пĕлтернĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх - вакансисен банкĕнче Украинăран килнĕ кашни çын валли 3-4 сĕнÿ пур, 800 ваканси ытла - пурăнмалли кĕтеспе пĕрле.

Республика Пуçлăхĕ Украина гражданĕсене хальтерех ĕçе вырнаçтармашкăн ăнăçлă усливсем туса пама чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсем еплерех пынипе паллаштарнă. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 77,3 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 75,8 пин гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Республикипе илсен талăкра вăтамран 4 пин гектар çинче культурăсене çапса тĕшĕленĕ, вырмана 300 яхăн комбайн хутшăннă. Пĕтĕмпе 154,7 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, гектар тухăçĕ 20,4 центнерпа танлашать.

Михаил Игнатьев тырра уйрăммăн вырса, уйрăммăн çапма чĕнсе каланă. Пурнăç кăтартса панă тăрăх - республикăра çак мелпе усă куракан хуçалăхсем кашни çулах уй-хир ĕçĕсене тата кĕр акине чи малтан вĕçлеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех чикĕ леш енчен хăш-пĕр апат-çимĕç таварĕсене кÿрсе килессине чарнă май çĕр-шыври тавар туса кăларакансемшĕн лайăх условисем йĕркеленине палăртнă. «Лавккасен сентрисем çинче пирĕн хресченсем туса илекен паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç ытларах сутăнма тивĕçлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вĕренÿ объекчĕсене 2014-2015 вĕренÿ çулне хатĕрлесси çинчен Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа панă. Муниципалитет комиссийĕсем тата ЧР Вĕренÿ министерстви çумĕнче йĕркеленĕ республика комиссийĕ вĕренÿ енĕпе ĕçлекен 940 организацие йышăнма пăхнă, ЧР Культура министерствин, Физкультурăпа спорт министерствин, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин комиссийĕсем - 105 организацие, федерацин аслă вĕренÿ заведенийĕсен тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисен филиалĕсен комиссийĕсем - 26 организацие.

2014 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăра вĕренÿ енĕпе ĕçлекен 609 организацие йышăннă, 7 муниципалитетра ку ĕçе вĕçленĕ.

2014 çулта Шупашкар районĕнчи Янăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула хута яма палăртнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулне юсаса çĕнетĕç. Владимир Иванов çавăн пекех Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен шкулсенчи спорт залĕсене юсама уйăрнă укçа-тенкĕпе ăнăçлă усă курнине, çавна май тата 14 спорт залне юсама хушма укçа илнине палăртнă.

Михаил Игнатьев хăш-пĕр подрядчик кирлĕ пек ĕçлеменни çинчен каланă, авăнăн 1-мĕшĕччен çитменлĕхсене хăйсен шучĕпе пĕтерттерме хушнă.

 

А.ЛЬВОВА

Теги: