Улатăрсем çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

18 Jul, 2018

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Улатăр районĕпе хулинче пулчĕ.

Малтанах вăл "КиПиАй Агро холдинг" предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ (сăн ÿкерчĕкре). Çак общество Улатăр районĕнче иртнĕ çул ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун 2 пин гектара яхăн çĕрпе усă курать. Уйрăммăн илсен кĕрхи рапс - 700, кĕрхи тулă 1200 га акнă. Холдинг трактор-машина паркне юсанă, тырра типĕтмелли комплекс, 80 тонна виçме май паракан тараса ĕçе кĕртнĕ. Михаил Игнатьев асăннă культурăсен тухăçĕпе кăсăкланчĕ.

Октябрьски ялĕнчи культура çуртĕнче Улатăр районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвне тишкерчĕç тата иккĕмĕш çур çулти тĕллевсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая доклад туса пачĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Улатăр районне республика бюджетĕнчен уйăрма пăхнă укçана пĕтĕмпех куçарассине пĕлтерчĕ.

Кăнтăрла хыççăн Михаил Игнатьев Улатăр хулинчи "Хĕвел анăç" микрорайонти пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтмалли 16-мĕш котельнăя хĕллехи сезона мĕнлерех хатĕрленипе паллашрĕ. Ленин урамĕнчи автоçула еплерех юсанипе кăсăкланчĕ. Хула администрацийĕн залĕнче социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвне пăхса тухрĕç, иккĕмĕш çур çулхи задачăсене палăртĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас